Авто шкулĕсенчи инструкторсем кам чи лайăх водитель пулнине палăртрĕç

Вĕсем çынсене машинпа  çӳреме вĕрентеççĕ, хальхинче вара хăйсен çул-йĕр правилисене аса илме тиврĕ. Шупашкарта Транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче иккĕмĕш çул инструкторсен ăсталăх конкурсĕ иртрĕ. Кăçал чи лайăххи ята çĕнсе илессишĕн 28 водитель тупăшрĕ.
 
Елена Дмитриева, Анастасия Евгеньева, Никита Углев
 
«Нива» авто шкулĕнче ĕçлекен Сергей Марков конкурса  пĕрремĕш хут  хутшăнать. Арçын 28 çул руль умĕнче пулин те, хумханнине пытармарĕ.

Конкурса хутшăнакансем валли 10 хăнăхтару хатĕрленĕ.  Водительсен тĕрĕс тата хăвăрт кайма пĕлнипе пĕрлех, тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарма тиврĕ.  Конкурс  „В“ тата „С“  категорисенче иртрĕ.  Пĕтĕм хăнăхтарăва пурнăçлама водительсен пĕрремĕш ушкăнра тăватă, иккĕмĕшĕнче — ултă минут кăна пур. Кашни йăнăшшăн – штраф. Конкурса хутшăнакансем теорире те тупăшрĕç. Тӳресем пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр правилисемпе çыхăннă ыйтусене пурте пĕтĕмпех тĕрĕс хуравлаймарĕç. Хăшĕсем çул паллисене лайăх пĕлмеççĕ.

Конкурса хутшăнакансен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут ӳснĕ. Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх, çакăн пек ăмăртусем вĕрентекенсен тата пулас водительсен ăсталăхне ӳстерме пулăшаççĕ.