Ырă ĕç тăвакансем Атăл çыранне тасатрĕç

Чрезвычайлă лару-тăру министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Таса  çыран» акцие хутшăнакансем Шупашкарта 120 михĕ çӳп-çап пуçтарчĕç. Кăçал çăлавçăсем тата волонтерсем Хусан çыранлăхне тирпейлерĕç.
 
Елена Дмитриева, Светлана Позднякова

Ырă ĕç тăвакансене Речниксен тӳремĕнче   «Родные просторы» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Юрă-кĕвĕ пухăннисен кăмăлне хăпартма пулăшрĕ. Волонтерсене Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри Управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов тав сăмахĕ каларĕ. Эсир ыттисене ырă тĕслĕх кăтартатăр, терĕ. Акцие пĕтĕмпе пин те 500 çын хутшăнчĕ.

Пухăннисем 2 сехетре  2 тонна çӳп-çап пуçтарчĕç. Атăл хĕрринче çын яланах нумай: пĕрисем канаççĕ, теприсем пулă тытаççĕ.  Анчах та хăйсем хыççăн ăпăр-тапăр хăвараççĕ. Акцие хутшăнакансем çынсене тирпейлĕ пулма чĕнсе каларĕç.

Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн пурне те пăтăпа тата вĕри чейпе  сăйларĕç.