Шупашкарти Мускав районĕн сутĕнче шавлă ĕç-пуç вĕçленчĕ

Унччен сутпа виçĕ хут айăпланнă 49 çулти Сергей Чумаков тĕлĕшпе приговор кăларчĕç. Ăна Чăваш патшалăх университечĕн профессорне, васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин тухтăр -травматологне Александр Каралина вĕлернĕ тесе айăпларĕç.
 
Надежда Александрова, Мария Никифорова, Павел Иритков   
 
Вăл авланнă, унăн 18 çул тултарман ача пур.  90-мĕш çулсенче Сергей Чумаков милицире ĕçленĕ, ун хыççăн юрист пулнă. Клиентсене пулăшас вырăнне вĕсене час-час улталанă. Уншăн 3 хут сутпа айăпланнă. Халĕ вăл сут тенкелĕ çине 80 çулти травматолога вĕлернĕшĕн ларнă. Преступление пĕлтĕр çĕртме уйăхĕн 14 мĕшĕнче тунă. Чумаков Каралин патĕнчен пациент тухасса кĕтсе илнĕ те, пÿлĕме кĕнĕ.

 - Хирĕçӳ пуçланнă, кайран вăл тытăçăва куçнă. Следстви пĕлтернĕ тăрăх,32 хутччен алăпа çапнă тата урапа тапнă. Çавăн пекех тимĕр пуканпа кĕлеткен тĕрлĕ пайне çапнă. Унтан çак пуканпах мăйĕнчен пăвнă. Çавăнпа та Александр Каралин вырăнтах вилсе кайнă, - тет РФ следстви комитечĕн ЧР управленийĕнчи инспектор Ирина Алексеева.

Арçын хăйĕн айăпне йышăнмарĕ, тухтăра ăнсăртран вĕлернĕ, терĕ. Çакна хирĕçлеме йĕрке хуралçисем хушма экспертиза ирттернĕ. Çапла майпа арçын 12 çул çирĕп йĕркеллĕ колонире ирттерĕ. Сергей Чумаковăн адвокачĕ приговорпа килĕшмерĕ. Ăна тепĕр хут пахса тухма ыйтассине каларĕ. Çакна тума 10 кун пур. Çавăнпа приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.