Шупашкарти Литература музейĕнче Иванов вулавĕсем иртрĕç

Чăваш классикĕ çуралнă куна халалланă ăслăлăх конференцине яланхи пекех аслă шкулсенче тата техникумсенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Константин Иванов ячĕллĕ пĕрремĕш вулава поэт çуралнăранпа 125 çул çитнĕ чухне ирттернĕ. Кăçалхипе ăна 4 -мĕш хут йĕркелерĕç.

Студентсем докладсене тĕплĕ хатĕрленĕ. Вĕсем - хăйсен аслă шкулĕсенче иртнĕ конференцисенче малти вырăна тухнăскерсем. Чăваш патшалăх университетĕнчи Анастасия Маштакова Митта Ваçлейĕн поэзийĕ пирки тĕпчев ĕçĕ çырнă.

Кристина Рузавина Иоаким Максимов -Кошкинский пултарулăхĕ пирки доклад турĕ. Вăл та хăйĕн теми пирки кăсăклă материал тупнă.

Ольга Андреева Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче чăваш литературине вырăсла вĕрентет. Хăйĕн докладне вăл студентсемпе пĕрле çырнă.

Вулава хутшăннă кашни студента  сертификат парса чысларĕç.