Чăваш Енре пĕр кунлăха мăшăрсене уйрăлма чарчĕç

Çакăн евĕр акци республикăра кашни çул пулать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халаллаççĕ.
 
Вероника Павлова, Владимир Синдеев
 
Çемье пĕлтерĕшĕ пирки çамрăксене тĕп хулари Мускав районĕн администрацийĕнче йĕркеленĕ уявра каласа кăтартрĕç. Кирек мĕнле йывăр пулсан та кил ăшшине упраса хăварасси тĕп вырăнта пулмалла, палăртрĕç пухăннисем. Уява нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чĕннĕ. Вĕсем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх.

Çемье кунĕнче республикăри ЗАГСсенче мăшăрсене уйăрмаççĕ: вĕсемпе калаçаççĕ, шухăшлама вăхăт параççĕ. Хĕрарăмсен тата арçынсен канашĕнчи хастарсем çемьесемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттерни те витĕмлĕ. Çавăн хыççăн вăтăр мăшăр уйрăлас шухăша пăрахăçланă. Çак акцие Чăваш Енре кăçалхипе тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ.

Кăçалхи виçĕ уйăха илес пулсан, республикăра 950 ытла мăшăр уйрăлнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 8 процент сахалрах. Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе çакăн евĕр акци çемье пĕлтерĕшне туйма пулăшать.