Тĕп хулари ача сатĕнче «Аттесен урокĕсем» иртеççĕ

Мĕн пĕчĕкрен ачасене амăшĕ юратса ÿстерет, ача сатĕнче  те вĕсене  пăхакансем яланхи пекех  - хĕр арăмсем. Ачана  çитĕнтерме ашшĕ те ытларах хутшăнтăр тесе Шупашкарти 185-мĕш  ача сатĕнче ĕçлекенсем «Аттесен урокĕсем» ятлă проект пуçарнă.
 
Анастасия Кудряшова, Ирина Ромадова, Павел Иритков
 
Ачашăн ашшĕпе пĕрле выляни, вĕренни, тем те пĕр ăсталани, сăн-ÿкерчĕксем туни – кашни пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашнехи пурнăçра та вăл уншăн  тĕслĕх пулма пултарать.

Ачан пĕрремĕш вĕрентекенĕсем – ашшĕпе амăшĕ. Вĕсем урлă пепке тĕнчене курать, пĕлĕвне аталантарать. Сатик  те  ача-пăча аталанăвĕнче паллă йĕр хăварать. Çавăнпа воспитани ĕçне пĕрле туса пырас тени пархатарлă ĕç. «Аттесен урокĕсем» проектпа килĕшÿллĕн хальхинче сатикре  ĕçлекенсем   «Çемье уявĕ» йĕркеленĕ. Унта ашшĕ-амăшне йыхравланă, вĕсем кунта вăхăта  ачисемпе пĕрле ирттереççĕ. Çатма икерчи пĕçереççĕ, шахмăтла выляççĕ, тĕрлĕ шăкăр-макăртан çуртсем купалаççĕ.

«Аттесен урокĕсем» питĕ кăмăллă иртеççĕ. Ачасем вĕсене хăнăхнă, кашнинчех мĕн те пулин çĕнни пуласса пĕлсе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.