19 октября 2018 21:23   13°   $65.72 €75.57

15.05.2018 19:35

Республикăри чи пултаруллă çамрăк инспекторсем паллă

Республикăри пултаруллă вĕренекенсем çак кунсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе Сĕнтĕрвăрри районне пуçтарăнчĕç. «Шурă чулсем» спортпа кану лагерĕнче çамрăк инспекторсен  28-мĕш конкурс-слечĕ иртрĕ.  Леонид Петров тĕплĕнрех.  

Леонид Петров, Семен Антонов

Кăçалхи тупăшăва ачасем уйрăмах тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çакă çĕршыври çамрăк инспекторсен юхăмĕ 45 çул тултарнипе çыхăннă. Чăваш Енре хальхи вăхăтра шкулсем çумĕнче 309 ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем 4 пин те 200 ытла ачана пĕрлештереççĕ.  Хастарсем тĕрлĕ конкурспа викторинăна тăтăшах  хутшăнаççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли -  «Хăрушсăрлăх урапи». Ăмăрту икĕ кун пычĕ. Ачасем 6 номинацире тупăшрĕç. Вăл шутра çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине кăтартрĕç. Кунта Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç.

«Велохула» номинацире Шупашкар районĕнчи Атайкасси шкулĕнче вĕренекенсем малти вырăна тухрĕç. Велосипедпа тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлассипе Канаш районĕнчи Вăрманкас Ухман шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. ОБЖ пĕлĕвĕпе Вăрнар районĕнчи аçăмçырмисем хастарлăх кăтартрĕç. Çынна медицина пулăшăвĕ парассипе Етĕрне районĕнчи туриачаксен команди çĕнтерчĕ.

Слет пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх вара пĕрремĕш вырăна 7-мĕш хут Вăрнар райончи Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекенсем тивĕçрĕç.

Аçăмçыри команди тăтăшах Раççей шайĕнчи конкурсра тупăшать. Ку таранччен вĕсем Чăваш Ен чысне Тюменьте, Ханты-Мансире, Мускав хулипе облаçĕнче, Владивостокра, Чĕмпĕрте  ăнăçлă хÿтĕленĕ.



проститутки чебоксары