Етĕрне районĕнчи тĕрĕ ăстисем ĕлĕкхине аса илсе кружока пуçтарăннă

90 çул каялла Етĕрне районĕнчи Пушкăртра «Тĕрлекен артель“ уçăлнă. Вăл таврари ялсенчи пултаруллă ал ăстисене пĕр çĕре пухнă.1991-мĕш çулта ĕçлеме пăрахнă пулин те, çынсем унта тăрăшнă ветерансене манмаççĕ, тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ. Аслă тĕрĕçсем çамрăксене ĕç вăрттăнлăхне уçса параççĕ.
 
Надежда Александрова, Никита Углев  
 
Аякри 1928 çулта уçăлнă артель нумай хĕрарăмшăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Ялтах ĕç вырăнĕ пулни самай пулăшнă. Ăстасем кĕпе-тумтир, салфетка, сĕтел çитти тата ытти япаласене тĕрленĕ. Вĕсем хатĕрленĕ илеме чикĕ леш енчи çĕршывсене ăсатнă. Укçине тĕрĕ эрешĕсен йывăрлăхне кура тӳленĕ. 85 çулти Раиса Романова артельте ĕçленĕ вăхăтсене куççульпе аса илет. Ун чухне  вăрçă ачисене ытла та йывăр килнĕ.

Раиса Комиссарова вара артеле 1959-мĕш çулта явăçнă. «Пĕр пек япаласем нумай ăсталаттăмăр»,- аса илет вăл. 1972-мĕш  çулта «Тĕрлекен артель» пĕрремĕш хут хупăннă. Ăстасем Алькеше «Паха тĕрĕ» фабрикăна кайса пăхнă. Вĕсене йышăннă.

Çапла майпа 1991-мĕш çулччен пушкăртсем «Паха тĕрĕ» фабрика çумĕнче ĕçлесе пурăннă. Вĕсем паян та тĕрлеме çеç мар, юрлама та, ташлама та ăста. Ялти библиотекăра ĕçлекен Вероника Филиппова çакна шута илсе «Сурпан» кружок йĕркеленĕ. Вăл кашни юнкун пухăнать.

Библиотекăра артель юбилейне халалласа курав йĕркеленĕ. Унта хатĕр продукцие, тĕрĕ эскизĕсене, ĕç хатĕрĕсене курма пулать.