Пенсионерсем компьютер пĕлĕвĕн чемпионатĕнче тупăшрĕç

Аслă ăрури çынсем çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Çакна Чăваш Енре пенсионерсем хушшинче иртнĕ компьютер чемпионатне хутшăннисем те çирĕплетрĕç. Хуласемпе районсенче мала тухнă 25 çĕнтерӳçĕ республика шайĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Чемпионсем Етĕрне районĕнчи тата Улатăрти пенсионерсем пулчĕç. Çитес уйăхра вĕсем Пятигорскра иртекен Раççейри ăмăртăва хутшăнĕç.
 
Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Владимир Синдеев
 
Компьютер чемпионатне хутшăнăкансенчен чи çамрăкки ― 55 çулта, асли -75-ре. Вĕсемшĕн ку хĕрӳ  тупăшу  мар,  пĕр шухăшлисемпе тĕл пулса калаçмалли май. Çавăнпа ăмăрту пуçланиччен пухăннисем Интернетра тупса пĕлнĕ çĕнĕлĕхсене сӳтсе яврĕç, телефон çинчи сăн ӳкерчĕксене пĕр-пĕрне кăтартрĕç, асăнмалăх çĕннисене турĕç. Пурнăç таппипе тан утас тени вĕсене компьютера алла илме хистет.

Ăмăртăва хутшăнакансене компьютера мĕнле пĕлнине шута илсе 2 ушкăна пайларĕç. Вĕсем кирлĕ программăпа пичетлеме, шутлама тата графика  тума пултарнине кăтартрĕç. Çавăн пекех ятарлă сайта кĕрсе патшалăх  пулăшу ĕçĕсемпе усă курма заявлени çырчĕç. Хăнăхтарусене пĕр сехетре пурнăçламалла. Чылай пенсионершăн йывăрлăхсем пулмарĕç.

Чăваш Енре 11-мĕш çул тивĕçлĕ канăва тухнисене компьютер алла илме пулăшаççĕ, 2015 çултанпа  ку ĕçе регионти социаллă программăна кĕртнĕ.