Красноармейскинчи гимназире пĕрремĕш класра вĕренекенсене „Яковлев хунавĕсем“ пĕрлĕхе йышăнчĕç

Республикăра Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине анлăн паллă тунă май, кăçалхи уяв уйрăмах тĕрлĕ енлĕ иртрĕ.

Марина Карягина, Игорь Ульянов

Ачасен уявĕ – ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕн уявĕ те, çавăнпа шкула ватти-вĕтти капăр чăваш тумĕпе килнĕ. Пĕр харăсах темиçе класра маçтăр сехечĕсем пыраççĕ: пĕринче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ, тепринче йывăçран шăхлич ăсталама вĕренеççĕ, виççĕмĕшĕнче вырăнти çыравçăсемпе тĕлпулу иртет.

Уроксем хыççăн шăпăр кĕвви уява пухăннисене вăйă картине йыхравларĕ. Аслисем вĕрентнипе ачасем ĕлĕкхи чăваш юррисене юрласа, вăййисене выляса савăнчĕç. Сцена çинче вара Иван Яковлев Вĕрентекене халалланă концерт пуçланчĕ.

Республика шайĕнче иртнĕ „Эпир – Яковлев мăнукĕсем“ ăмăртăва хутшăннă ачасен пултарулăх ушкăнĕсем Иван Яковлевич калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсем кăтартрĕç, унăн хайлавĕсене чĕрене тивмелле вуларĕç. Кашни класс куракансем валли ятарлă юрă-ташă хатĕрленĕ. Никоноровсем, сăмахран, çемйипех пултаруллă. Ашшĕпе амăшĕнчен, вĕсен виçе ачинчен тăракан ушкăн пухăннисене тăванлăх юрри парнелерĕ. Газ уçлакан станци çумĕнчи Андрей Тюмеров ертсе пыракан „Шурăмпуç“ ача-пăча фольклор ансамблĕ чăваш халăх юрри-ташшине, йăли-йĕркине, ĕçĕ-хĕлне сăнарлакан сюита кăтартрĕ. Красноармейски шкулĕнче тăван культурăна юратакан, ăна ытларах пĕлесчĕ тесе тĕпчекен ачасем вĕренни куçкĕрет.

Уява вĕçлесе „Яковлев хунавĕсем“ пĕрлĕхре тăракан ачасем ура çине тăрса Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне ялан асра тытма тупа турĕç, чăваш чĕлхине хаклама, тăван халăха, çĕршыва чунтан юратма, тăрăшса вĕренме, ырă чунлă пулма, ваттисене хисеплеме сăмах пачĕç.