21 октября 2018 00:55   5°   $65.81 €75.32

11.05.2018 19:43

Кино ĕçне вĕренекенсем ÿкернĕ «Амаçури» фильма пахаларĕç

Шупашкарта иртекен халăхсем хушшинчи 11-мĕш кинофестивале культура институтĕнче фильм ӳкерекенсене хатĕрлекен уйрăмри студентсен ĕçĕ те хутшăнĕ. «Амаçури» - Владимир Карсаков режиссер ертсе пыракан ушкăнăн пĕрремĕш картини. Фестиваль умĕн Юрий Скворцов калавĕ тăрăх  ӳкернĕ илемлĕ фильма пысăк экран çинче кăтартса пахаларĕç.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов

7 пин те 800 сăмахран тăракан хайлавран - 35 минут пыракан илемлĕ фильм. Пĕр шухăшпа тĕвĕленнĕ çамрăксем курс ĕçне пурнăçланă. Фильма калăпланисенчен кашниех çак таранччен тĕрлĕ пултарулăх ĕçĕнче палăрнă. Хăйсен вăйĕпе кино ӳкерме хевте çитерни ―  уйрăмах паха.

«Амаçурине» хĕлле Юрий Скворцов çыравçăн тăван тăрăхĕнче - Муркаш районĕнче  ӳкернĕ. Фильма мĕн пурĕ те 14 çын калăпланă. Ку ĕçе кино ӳкерме вĕренекенсен йышĕнчи чăвашла калаçман студентсем те хутшăннă. Пирĕн телевиденире  ĕçлекен Владимир Беляков фильма музыкăпа илемлетме пулăшнă. Тата  ачасен сăнарне калăплакансене явăçтарнă ― рольсене  5 - мĕш класра вĕренекен икĕ юлташа шанса панă.

Сценари пахалăхĕпе режиссер ăсталăхĕ, актерсен вылявĕпе  кĕвĕ шайлашулăхĕ  ― пĕтĕмпех экран çинче. Курма килнисем «Амаçури» фильма тĕрлĕрен хак пачĕç: çамрăксен пуçарăвне ырлакансемпе пĕрлех çитменлĕхсене палăртакансем те пулчĕç.

Чăваш киновĕшĕн ăнтăлакан çамрăксемшĕн «Амаçури» - пуçламăш утăм пулчĕ. Çулла пултарулăх ушкăнĕ çĕнĕ фильм ӳкерме палăртнă.


проститутки чебоксары