Инспекторсем усламçăсем мĕнле йывăç-тĕм сутнине тĕрĕслеççĕ

Раççей ял хуçалăх надзорĕнчи инспекторсемшĕн хĕрÿ вăхăт пуçланчĕ. Вĕсем пахчаçăсене начар вăрлăх е суя йывăç-тĕм  туянассинчен сыхлас тĕллевпе рейдсем ирттереççĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов  

Тĕрĕслекенсене çул хĕрринче йывăç-тĕм сутакансем кăсăклантарчĕç. Пĕрремĕш чарăну тĕп хула çывăхĕнчи Мă-7 çул çинче пулчĕ. Пĕр усламçă кунта машин йышлă çÿренине шута илсе хунавсен суту-илĕвне йĕркеленĕ. Сутуçă кĕтмен хăнасене курсан самантлăха çухалса кайрĕ. Унтан пăрăнса утма хăтланчĕ. Çапах та таварне илсе каясран хăрарĕ пулас - таврăнчĕ. Инспекторсем йывăç хунавĕсене тĕрĕслерĕç, пахалăхĕпе кăсăкланчĕç. Çав вăхăтрах туянакансене сĕнÿсем пачĕç.  

Сутуçăн  йывăçсем çине çакнă илемлĕ ÿкерчĕксемсĕр пуçне пĕр документ та çумра пулмарĕ. Çитменнине вăл хунавсене ăçтан илсе килнине те хуравлаймарĕ.

Тепĕр тĕрĕслев вырăнĕнче те çав çитменлĕхсемех пулчĕç. Тĕп хулари  «ГазопровОд» чарăнăвĕ çывăхĕнче сутакан йывăçсен те ятне, çулне тата ăçта çитĕнтернине,  унăн партине кăтаракан ярлыксем пулмарĕç. Сортсен пахалăхне пĕлтерекен хутсем те çук.

Инспекторсем ахальтен мар пăлханаççĕ. Кÿршĕ регионсенче ÿсен-тăранпа йывăçсене сиен кÿрекен чирсемпе хурт-кăпшанкăна тупса палăртнă.

Йĕркене пăсакансен явап тытма тивĕ. Специалистсем вара  пахчаçăсене йывăç–тĕме ятарлă лавккасенче çеç туянма сĕнеççĕ.