Республикăра вăрçă паттăрĕсене халалласа палăксем уçрĕç

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртнĕ. Çакăн валли республика хыснинчен 3 миллион çурă тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне Çĕрпÿ, Элĕк, Йĕпреç, Красноармейски тата Патăрьел районĕсенче çĕнĕ палăксем уçрĕç.
 
Елена Дмитриева, Юрий Васильев, Николай Семенов

Красноармейски районĕнче салтаксене сума сумалли вырăн Кĕрекаç ялĕнче йĕркеленĕ. Çак паллă пулăма çынсем тахçанах кĕтнĕ, паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварма ĕмĕтленнĕ. Кĕрекаçран Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 47-ĕн тухса кайнă. Вĕсенчен 27-шĕ çеç таврăннă.

Пухăннисем тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн юн тăкнă ветерансемпе вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксене ырă сăмахсемпе аса илчĕç, тăшмана çĕнтернĕшĕн, пулас ăрусене мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç. Палăка Глеб Афанасьевпа Валерий Егоров усламçăсем, Кĕракаçра тата кӳршĕ ялсенче пурăнакансем пулăшнипе тунă. Уяв ячĕпе шкулта вĕренекенсем тата сатике çÿрекенсем сăвă-юрă шăрантарчĕç. Ял çыннисем палăка пăхса, тирпейлесе тăма шантарчĕç.
 
Элĕксем те Çĕнтерÿ кунне савăнăçлă пулăмпа кĕтсе илчĕç -  Куракăшра палăк уçрĕç. Малтанах çынсем  вăрçăра пулнă çывăх тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса тĕп урампа утса тухрĕç. Ялтан 120-ĕн фронта кайнă, анчах нумайăшĕ таврăнайман — вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Унтан çĕнĕ палăк умĕнче митинг пулчĕ. Ăна куракăшсем хăйсен вăйĕпе лартнă. Кунта  пурăнакансем, ялтан тухнă çынсем кĕске вăхăтра укçа пуçтарнă. Нимелле палăка вырнаçтарнă тата тавралăха тирпейленĕ.
Тухса калаçакансем кашни паттăр тав сăмахне тивĕç, терĕç. Хаяр вăрçăра  пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç, палăк умне чечексем хучĕç.