Çĕнтерӳ кунĕнчи уйрăмах чуна пăлхантаракан пулăм вăл - «Вилĕмсĕр полк» утни

Кăçал унта Чăваш Енри 95 пин çын тухнă, çав шутран пĕрре 3-мĕш пайĕ тĕп хулара. Республикăра 6-мĕш хут иртнĕ акцие çакăн чухлă халăх ку таранччен нихăçан та пуçтарăнман.
 
Надежда Александрова, Ирина Николаева, Никита Углев

Çитĕнекен ăру хаяр вăрçă çинчен истори урокĕсенче çеç вĕренмест. Хăйсен çемйисенчи паттăрсен шăписем пирки вĕсене çывăх çыннисем те каласа кăтартаççĕ.

Куççуль кăларакан, чуна çӳçентерекен акци. Кашни сăн ӳкерчĕкре ― Çĕнтерĕве çывхартнă салтак кун-çулĕ. Юрий Иванов «Вилĕмсĕр полк» ретне амăшĕн аслă пиччĕшĕн сăнĕпе тăнă.Валерий Алексеев вара 2 сăн ӳкерчĕкпе. Вĕсем — тăвансем.

«Вилĕмсĕр полк“ вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Унта хутшăнакансем Наци библиотеки патĕнче пуçтарăнса, Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утса анчĕç. Йĕркелÿçĕм кăçал акци çулне Юханшыв порчĕ таран тăснă. «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ. Вăл ашшĕн Василий Игнатьевичăн сăн ӳкерчĕкĕпе. Акцие хутшăнакансем Хĕрлĕ Тӳремпе утса иртрĕç. Вĕсемпе пĕрле çак куна кĕтсе илеймен фронтовиксем. Сăн ӳкерчĕксенче хăшĕ йăл кулăллă çамрăк, хăшĕ - шухăша путнă  ватă. Эпир вĕсене ас тунă чух, вĕсем ĕмĕр пирĕнпе.