Çĕнтерÿ кунĕн пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать

Пирĕн çĕршыв чи сумлă уява - Çĕнтерӳ кунне паллă турĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ республикăра та чаплă иртрĕ.
 
Ирина Николаева, Виктор Вавилкин, Вадим Владимиров, Михаил Солин

Шурă кăвакарчăн ― мирлĕ пурнăç кайăкĕ, хĕрлĕ гвоздика - Çĕнтерӳ палли, ĕмĕрлĕх çулăм - ас тăвăм çутти. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ хаяр вăрçа пула пуç хунисене асăнас йăларан пуçланать. Тĕп хулара Мухтав палăкĕ патне çулсерен пин-пин çын пуçтарăнать.

Юлашки чĕре таппи евĕр шаккать сехет йĕппи. Пурнăçне шеллемесĕр паянхи тăнăçлăха парнелекенсене сума сăвасси - пирĕн сăваплă тивĕç. Чăваш Енрен 200 ытла пин çын тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă, вĕсенчен çурри вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Хăрушă инкек пырса тивмен çемье çук.

Ĕмĕрлĕх çулăм патне пĕр вĕçĕмсĕр хĕрлĕ чечексем хураççĕ: пĕтĕм чăваш халăхĕнчен ― уйрăм çыхă, республика ертӳçинчен, правительствăпа депутатсенчен, тĕрлĕ тĕн çыннисенчен. Самай сайралнă çĕнтерӳçĕсен ăрăвĕ юлашки вăйпа картлашка тăрăх хăпарать ― никам илтмелле мар вĕсем çарти тусĕсемпе калаçаççĕ. Çĕнтерӳ кунне çулсерен çамрăксем хастар хутшăнаççĕ. Мирлĕ пурнăç парнелекенсем пысăк хак тÿленине ăнланса çитĕнеççĕ вĕсем.

Çĕнтерӳ парачĕ ― сумлă уявĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ. Кăçал унта пин ытла çын тата 55 çар техники хутшăнчĕ. Ача-пăчă полици академийĕн музыка уйрăмĕнче вĕренекенсене парада пуçлама шанса пачĕç. Хĕрлĕ тӳремпе тĕрлĕ вăй тытăмĕнче ĕçлекенсем утса тухрĕç. Хыççăн - Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи çар техники пулчĕ. Вĕсем çине паянхи кун та çапăçусенче тĕл пулакан «Максим» пулеметсем вырнаçтарнă. Т-34 танк тата «Катюша» ракета комлексĕ хыççăн парадра хальхи йышши çăр техникипе паллаштарчĕç. Çак 152 миллиметрлă  тупăна Афганистанра тата Çурçĕр Кавказра усă курнă. Çăмăл самолетсемпе парашютистсем те уява илем кӳчĕç.