Тĕп хулара 3-мĕш хут çĕршыври «Çĕнтерÿ урокĕ» патриотла акци иртрĕ

Унта хутшăнса шкул ачисем пĕр-пĕрне вăрçă паттăрĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ. 30-мĕш шкулти урокра пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулса курчĕ.  

Леонид Петров, Вадим Владимиров   

Ачасене Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пирки вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем каласа кăтартаççĕ. Экскурсие вырăсла тата чăвашла ертсе пыраççĕ. Малтанах ку ĕçе студентсем тунă, халĕ шкул ачисене хăйсене шанса панă.  Экскурсоводсем хаяр вăрçă çулĕсем, ентешсен паттăрлăхĕ, тылри пурнăç пирки пĕлтереççĕ.
  
Фашистсене хирĕç çапăçма республикăран 206 пин ытла çын тухса кайнă. Ку вăл Чăваш Енре пурăнакансен пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ пулнă. Тăван киле çурри таврăнман. Каччăсемпе танах хĕрсем те алла пăшал тытнă. Республикăра тĕрлĕ çулта 139-мĕш тата 324-мĕш дивизисем йĕркеленнĕ.  30-мĕш шкулта 324-мĕш дивизи  историне типтерлĕ упраççĕ.
  
Вăрçă вăхăтĕнче республикăра 17 эвакуаци госпиталĕ ĕçленĕ. 4 çулта вĕсенче 70 пин ытла çынна йышăннă, вăл шутра ашшĕ-амăшсĕр  юлнă ачасене те. Ĕçри хастарлăхшăн Чăваш Ен 1943-мĕш çулта çĕршывăн хÿтĕлев комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ. Вĕрентекенсем çакнашкал уроксен уссине палăртаççĕ. Историне пĕлнипе пĕрлех «Çĕнтерÿ урокĕ» ачасене ветерансемпе çыхăну тытма, шырав ĕçне явăçма пулăшать. Акци çу уйăхĕн 9-мĕшчен тĕп хулари мĕн пур шкулта иртмелле.