ГТРК Чувашия / Награда хайĕн паттăрне тупатех

19 августа 2018 03:15   13°   $66.88 €76.18

08.05.2018 11:55

Награда хайĕн паттăрне тупатех

Елчĕкре пурăнакан Валентина Портнова нумай çул иртсен ашшĕн Хĕрлĕ çăлтăр орденне шыраса тупнă. Мĕнле майпа? Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăннă Семён Спиридонов вăрçă ветеранĕ тата инваличĕ 71 çул каяллах «Хĕрлĕ çăлтăр» орденне тивĕçнĕ пулнă. Анчах та наградăна темшĕн хăй ĕмĕрĕнче курма пӳрмен ăна. Тăшман хавшатнă çĕршыва ура çине тăратас тесе тăрăшнă вăхăтра чыс-мухтав пирки шухăшлама вăхăт та пулман салтаксен.

Семён Спиридонович 1938-40-мĕш çулсенчех Мускаври çар заводĕнче ĕçленĕ. Килне таврăнсан та лăпкă пурнăçра нумаях пулайман вăл ― çĕршыва хӳтĕлеме хаяр вăрçа тухса кайнă.

1945-мĕш çулта районти çар комиссариачĕ Семен Спиридонович ячĕпе Мускава награда хучĕ çырса янă. Тепĕр икĕ çултан салтака «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕпе чысламалли Указ тухнă. Анчах та ветерана кун пирки никам та пĕлтермен.

Хĕрĕ, Валентина Семеновна, ашшĕне памалла пулнă ордена малтанах архивсемпе çар комиссариачĕсем урлă тупма хăтланнă, анчах усси пулман. 3 çул каялла вара Раççей хӳтĕлев министерстви пуçарăвĕпе ятарласа йĕркеленĕ шырав сайчĕсене кĕрсе пăхма шутланă.

Фронтра кăтартнă хăюлăхшăн тивĕçнĕ ордена ветерансене пурăннă чухне кăна параççĕ. Семен Спиридонов вара Аслă çĕнтерӳ хыççăн тепĕр 23 çултан çĕре кĕнĕ. Унтанпа кăçал 50 çул пулать. Ачисемпе тăванĕсене вара наградăн удостоверенине кăна параççĕ. Вăл та пысăк чыс шутланать.