Сатике çÿрекенсем ветерансем валли парне хатĕрленĕ

Сатиксене çÿрекенсем те çурхи чи пысăк уява — Çĕнтерÿ кунне хатĕрленеççĕ. Тĕп хулари 7-мĕш учрежденири сасă çырмалли студире пĕчĕккисем юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.
 
Алиса Александрова, Анастасия Евгеньева, Никита Углев
 
Ĕç ветеранĕ тата вăрçă ачи Галина Орлова сатике кĕçĕн мăнукне илме кăна мар,  ытти ачасемпе тĕлпулу ирттерме те килнĕ. Вĕсем ăна юрă-сăвăпа савăнтарчĕç, хăйсем ÿстернĕ чечеке парнелерĕç. Галина Орлова вăрçă тапхăрĕнчи йывăр вăхăтсене аса илчĕ.

7-мĕш сатик ертÿçи Наталия Спиридонова каланă тăрăх, Вĕренÿ управленийĕпе пĕрле вĕсем «Вăрçă çинчен юрăсемпе сăвăсем» акци ирттерме шутланă. Çапла майпа кашни ача аслă ăрăва тав сăмахĕ калама пултарĕ. Хальхинче сасă çыртармалли студие, сăмахран, 15 ача сатĕнчен килнĕ.

Вокал пÿлĕмĕ, параппан, синтезатор, электрогитара — ачасенче юрă-кĕвĕ туйăмне аталантарма пĕтĕмпех пур кунта. 7-мĕш сатике çÿрекенсене çеç мар, шкул умĕнхи ытти учрежденире вĕренекенсене те  хапăл. Кастинг вăхăтĕнче пин ытла ача сасă çыртарса пăхнă.

Парнелĕх хатĕрлекен диск валли тÿресем  чи лайăх 40 юрă суйласа илнĕ.