Елчĕк тăрăхĕнче салтак-интернационалиста халалланă турнир пулчĕ

Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпара Афганистанри вăрçă ветеранне Владимир Яковлева асăнса йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ.  Ăна кашни çулах салтак çуралнă кун умĕн йĕркелеççĕ.
 
Алексей Енейкин, Александр Воронин

Лащтаяпасем ырă ĕçе яланах ял халăхĕпе пĕрле тăваççĕ. Вăл шутра ― ăмăртусем йĕркелессине те. Кашни çулах кунта çакăн евĕр тĕрлĕ турнир иртет. Афганистанри вăрçăра çапăçнă Владимир Яковлев танкиста халалланă спорт уявĕ те кăçалхипе 5-мĕш хут халăха пухрĕ.

Ăмăртусене Владимир Яковлевпа пĕр класра вĕреннĕ Владимир Меметов тăрăшнипе йĕркелеççĕ. Унта районти шкулсемсĕр пуçне Тутарстан республикинчи Çĕпрел районĕнчи ачасем те хутшăнаççĕ.

Çамрăксем 6 виçе категорийĕнче кĕрешрĕç. Кире пуканĕ йăтакансем вара 10 ушкăна пайланса тупăшрĕç. Кунта хĕрсем те каччăсемпе тан вăй виçрĕç.

Ачасем черет тăрсах шашкăлла та вылярĕç. Унсăр пуçне кăçалхи турнира çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Пухăннисем дартс вăййинче ăмăртрĕç. Турнира çӳллĕ шайра йĕркелеме халĕ ялта та майсем пысăк пулнине палăртрĕç аслă ăрурисем.

Владимир Яковлева асăнса иртекен турнирта кăçал 150 ача  хутшăнчĕ.  Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Ăмăрту хыççăн вара пурне те ырă йăлапа салтак пăттипе сăйларĕç.