Шупашкарта  3-мĕш хут „Мăнкун савăнăçĕ“ фестиваль иртрĕ

Сывлăх хавшаккине пăхмасăр унта кашниех хутшăнма пултарать. Сусăр ачасен хăйсен пултарулăхне кăтартма май пурри, вĕсен пурнăçĕпе самантлăх та пулин  ыттисем паллашма пултарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
 
Ирина Николаева, Виктор Степанов

Чан сасси тавралăхри лăпкăлăха сирсе Мăнкун çитнине пĕлтерет. Пысăк уява халалланă фестивале Илья Михайлова уçма шанса пачĕç. Куçĕ япăх курнине пăхмасăр чан çапасси уншăн - чун киленĕçĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкуна 40 кун уявлаççĕ ― кăçал çу уйăхĕн 16-мĕшĕччен.  

Фестивале хутшăнакансем хăйсен тĕслĕхĕпе пултарулăха аталантарма май пуррине çирĕплетеççĕ. Паллах, ку ĕçре ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсен тӳпи пысăк.  Ăсталăхне профеcсиллĕ шая çитерме те ăнтăлаççĕ. Галина Никитина  кăçал культура институтĕнчен юрăçа вĕренсе тухать.

Фестивале хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн уçса пачĕç: вокал, алăсене вылятса юрласси, хореографи. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсем киленĕçпе пурăнма тăрăшаççĕ.

Фестиваль программинче 20 ытла номер. Вĕсене уйрăм солистсем, Шупашкарти тĕрлĕ чиркӳ çумĕнчи хорсем, коррекци шкулĕсенче вĕренекенсем тата сывлăх мĕнле пулнине пăхмасăр йĕркеленĕ (урăхла каласан инклюзивлă) пултарулăх ушкăнсем хатĕрленĕ. Чи пĕчĕккисем ― пуплев кăлтăкĕсене  тӳрлетекен ача сатĕнчи «Фасолинка» ушкăн.

«Мăнкун савăнăçĕ» инклюзивлă фестивале  Обществăлла палата, Шупашкар епархийĕн çутĕç центрĕ тата Наци библиотеки йĕркеленĕ. Уявра вĕсене  православи тĕнне ĕненекен волонтерсем пулăшрĕç. Фестивале хутшăнакансене пултарулăхпа хастарлăхшăн пылак парнесем парса хавхалантарчĕç.