Икĕ яла пĕрлештерекен ырă ĕç

Элĕк районĕнчи Тури тата Анат Татмăш ялĕсенче пурăнакансем Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне хутшăнса ку тăрăхри паллă Атăк çăлĕ çумĕнче парк йĕркелеме шутланă. Çак кунсенче вĕсем лаптăка нимелле тирпей-илем кĕртрĕç.

Леонид Петров, Николай Семенов
 
Татмăшсемшĕн çак вырăн сăваплă шутланать. Хальхи ял шăпах Атăк çăлĕ çывăхĕнчен пуçланса кайнă. Çакна архив докуменчĕсем те çирĕплетеççĕ. Таврапĕлÿçĕсем тĕпченĕ тăрăх, 4-5 ĕмĕр каялла çак вырăнта Атăк тата Татмăш ятлă пĕртăвансем чарăннă. Çакăнтах чÿк тунă, çăлран шыв ăснă. Техĕмлĕ шĕвеке пурнăç пуçламăшĕпе танлаштарнă. Çавăнпа та тин пĕрлешнĕ мăшăрсем пĕрремĕш  апата çакăнтах пĕçернĕ. 

Анат Татмăшра çуралса ÿснĕ Альберт Сергеев парк проектне те хатĕрленĕ. Шутланă  ĕçе вĕçне-хĕрне çитерме ял çыннисем хастар пулни хавхалантарать ăна.

Атăк çăлкуçĕ хĕлле те шăнмасть, шăрăхра та пĕтмест. 2010-мĕш çулти типĕ çулла вăл таврари ялсенче пурăнакансемшĕн çăлăнăç пулса тăнă.

Тури тата Анат Татмăшсем уйрăм ялсем шутланаççĕ пулин те, халăха çакă чăрмантармасть. Ĕçре те, уявра та вĕсем ялан пĕрле.