Çитменлĕхе строительсем хăйсен вăйĕпе пĕтерĕç

Иртнĕ çул «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем»  программăпа  Çĕнĕ Шупашкарти 13 лаптăкра асфальт çĕнетнĕ. Çакăн валли  хыснаран 315 миллион тенкĕ тăккаланă.  Çĕнĕ çулсем мĕнлерех хĕл каçнă? Ку ыйтупа Халăх фрончĕн хастарĕсем кăсăкланчĕç.

Леонид Петров, Никита Углев 

Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчи тата «Гражданская инициатива» пĕрлешÿри хастарĕсем малтанах Совет урамĕнче чарăнчĕç.  Иртнĕ çул кунта 58 пин тăваткал метр асфальт çĕнетнĕ. Çакăн валли 55 миллион та 332 пин тенкĕ усă курнă. Тĕрĕслекенсем çул çĕввисене тимлерĕç, лакăмсем палăрма пуçланине асăрхарĕç. Йĕрсен тарăнăшĕ хальлĕхе нормăна тивĕçтерет пулин те, паян – ыран вĕсем тата путма пултараççĕ. Пионер урамĕнчи çула та çур çул каялла çеç юсанă. Специалистсем вăл япăхланнине тÿрех асăрхарĕç. Çакна строительсен ансат хатĕрĕсем те çирĕплетрĕç. Унсăр пуçне кунта çул паллисем çук. Подрядчик çитменлĕхсене çанталăк лайăхлансан пĕтерме шантарчĕ. Чи кăсăкли вара çак çула гаранти пулнă çĕртех тепĕр хут федераци укçи-тенкипе юсанă. Халĕ ку ыйтăва йĕрке хуралçисем тĕпчеççĕ. 
 
Инспекци тимлĕхне лекнĕ тепĕр лаптăк Кăнтăр урамĕнче пулчĕ. Кунта коммуникаци çăлĕ асфальтран 9 сантиметр тухса тăрать. Норма тăрăх вара 5 сантиметртан ытлашши пулмалла мар. Вырăнти чиновниксем çак çитменлĕхе те çывăх вăхăтра пĕтерме шантарчĕç. Çавăн пекех Семенов урамĕнчи çула та кирлĕ пек юсаман.

Пĕлтĕр юсанă çулсене химиксен хулинче юр кайсанах  тĕрĕслеме тытăннă. Вĕсене гаранти панăран, подрядчиксем патне  çитменлĕхсене кăтартакан çырусем янă. Çавăнпа хĕл каçиччен çĕмĕрĕлнĕ лаптăксене строительсем çывăх вăхăтра хăйсен вăйĕпех йĕркене кĕртĕç.