Вĕрентекен ятне çÿллĕ шайра тытаççĕ

Елчĕкре пĕрремĕш вăтам шкул директорне Сосипатр Зайцева халалласа асăну хăми уçрĕç. Сумлă вĕрентекен мĕнле ĕçсемпе палăрнă-ха? Тĕплĕнрех сюжетра.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Сосипатр Зайцев Иван Яковлевăн ĕçне малалла тăсакан пулнă. Тӳскел ялĕнче çуралса ӳснĕскер, хут пĕлмен халăха çутта кăларас тесе тăрăшнă. Елчĕкри 2 класлă училищене пĕтернĕ хыççăн Хусанта учительсене хатĕрлекен семинарире вĕреннĕ. Ун хыççăн малтанах Ĕпхӳ кĕпĕрнинче, унтан тăван тăрăха таврăнса Кивĕ Эйпеçри пĕр класлă училищере ĕçленĕ. Иван Яковлевичăн пĕрремĕш вĕренекенĕпе Алексей Рекеевпа тачă çыхăнура пулнă. 1929-мĕш çулта вăл тăрăшнипе Елчĕкре 280 ача вĕренмелли 10 класлă çĕнĕ шкул хута кайнă. Сумлă вĕрентекене район халăхĕ яланах асра тытать. Унăн çуралнă кунне халалласа кашни çулах уяв йĕркелеççĕ. Кăçал вара шкул умне асăну хăми вырнаçтарма шутланă. Ăна Сосипатр Андреевичăн тăванĕсем уçрĕç.

Шкулăн çитĕнĕвĕсем, чăнах та, чаплă. Халăха пĕлӳ парассинче сумлă ĕçсем тунă вĕрентекен ятне çӳллĕ шайра тытма тăрăшаççĕ елчĕксем. Пĕлӳ çуртĕнче вĕсем хăнасене ачасен пултарулăхĕпе паллаштаракан пысăк курав хатĕрленĕ. Залра вара чаплă концерт иртрĕ.

Сосипатр Андреевича хисеплесе пухăннă халăх Кивĕ Эйпеç ялне те çитсе килчĕ. Кунти шкулта та савăнăçлă ĕç-пуç иртрĕ. Унтан пурте Алексей Рекеев палăкĕ умĕнче митинга пухăнчĕç.

Шкул çумĕнче ларакан чиркӳ алтарĕ умĕнче Алексей Рекеевăн вил тăприйĕ вырнаçнă. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ çакăнта килсе ĕçлемен пулсан, кунти чăвашсем халиччен тутара çаврăннă пулĕччĕ, терĕç сăмах илекенсем. Çапла, тăван чĕлхе Елчĕк тăрăхĕнче яланах малти вырăнта тăрать.

Вĕренӳ ĕçĕ урлă халăх аталанăвне пысăк тӳпе хывнă Сосипатр Зайцевăн вилĕмсĕр ячĕ елчĕксене паян та ырă ĕçсем тума хавхалантарать.

Елчĕк шкулĕнчен вĕренÿ, культура тата общество ĕçĕнче палăрнă вуншар сумлă çын тухнă. Халĕ кунта 660 ытла ача пĕлÿ пухать. Вĕсем те паллă çынсем пуласса шанас килет.