Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕнче çĕнĕ спектакль сцена çине кăларчĕç

Ку хутĕнче Максим Горькин «На дне» драмине суйласа илнĕ. Вырăс классики пултарулăх ушкăнне мĕнпе тыткăнланă? Надежда Александрова каласа кăтартать.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров  
                       
Ку пьесăна ăнсăртран суйласа илмен. Кăçал Максим Горький çуралнăранпа 150 çул çитет. «На дне» - театрсем лартакан чи паллă хайлавсенчен пĕри. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çырнăскер паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Дмитрий Петров режиссер ку драмăна шăпах хальхи пурнăçпа пĕр килнишĕн суйласа илнĕ.

Сцена çинче – пурнăçра вырăн тупайман çынсем. Вĕсем пурте Михаил Костылев тытса тăракан çĕр каçмалли çуртра пурăнаççĕ. Кашнин хăйĕн шăпи, нуши. Çул çӳрекен Лука килни вĕсен шухăш-кăмăлне палăрмалла витĕм кӳрет. Ватă çын нумайăшне пурнăç çине урăхла пăхма пулăшать. Тĕп геройсенчен пĕри - Васька Пепел шăпах тĕттĕмлĕхрен хăтăлас тĕллевлĕ.

Бубнов сăнарĕ те хăйнеевĕрлĕ. Вăл пурнăçра мĕн пулса иртнине веçех лăпкăн йышăнать.

Пурнăç тĕллевĕ тата çын пĕлтерĕшĕ мĕнре? Вилĕм хыççăн мĕн? Горький пьесинче питĕ нумай ыйту хускатнă. Вĕсене куракан хăйне хăй хуравлать.

«На дне» пьеса шкул программинче пулин те, спектакль çитĕннисемшĕн те усăллă. Репертуара ăна çĕнĕ пултарулăх сезонĕнче кĕртĕç.