Муркаш районĕнчи Турай хорне йĕркеленĕренпе  100 çул çитрĕ

Унтанпа чылай улшăну пулнă, апла пулин те халăх пултарулăх ушкăнĕ ĕлĕкхи йăласене халĕ те çирĕп пăхăнса тăрать.

Оксана Баскакова, Никита Углев

Ку тăрăхра пурăнакансен ырă йăла пур. Вĕсем кашни уявра пухăнса чăваш юррисене шăрантараççĕ. Çапла 1918 çулта Турай хорĕ йĕркеленнĕ. Малтанах унта арçынсем çеç çӳренĕ. Çулсерен хор ячĕ-сумĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те ӳссе пынă.

Хор репертуарĕнче ытларах - ламран лама куçcа пыракан халăх юррисем. Паян пултарулăх ушкăнĕнче – тивĕçлĕ канури çынсем, учительсем. Пĕтĕмпе 30 çын. Ачасене те халăх пултарулăхĕпе кăсăклантарма тăрăшаççĕ кунта. Ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ.  Сцена çине тухма тумтир çĕлеттерме, смотр-конкурса  е кӳршĕ яла концертпа кайма транспорт тытма  хора çӳрекенсем хăйсем укçа пухаççĕ пулин те, 100 çул каялла пуçарнă  йăлана пăрахăçласшăн мар.

Пĕр вăхăт хор саланнă. Каярах ялти  пултаруллă çынсем  çине тăнипе фольклор ушкăнĕ  çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. 

Турай  хорĕ районта иртекен кашни конкурса, уявсене хутшăнать. Таврари ялсенче пурăнакансем те вĕсем сцена çине тухасса чунтан кĕтеççĕ.