Куславкка районĕнче Смолин вулавĕсем иртрĕç

Вăрăм ĕмĕр пурăнма тÿр килмен пулин те, унăн ырă та çутă сăнарĕ сăвви-юррисенче яланах упранĕ. Анатолий Смолин куçаруçă тата публицист литературăра паллă йĕр хăварнă. Ăна асра тытса кăçал та сăвăçăн тăван Куславкка тăрăхĕнче «Смолин вулавĕсем» иртрĕç.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Владимир Егоров

Тăван ял урамĕпе хавхаланса утать Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, литература çулĕ çине 70-мĕш çулсенче тухса 14 кĕнеке кăларнă автор.

Тарăн шухăшлă, çав вăхăтрах çăмăл, витĕмлĕ сăвăсем çырнă Анатолий Смолинра Шăнчас çăл куçĕ пек иксĕлми хăват тапса тăратчĕ. Халĕ вăл пирĕн хушăра çук пулин те, çак вăй унăн пултарулăхĕнче пурăнать.

«Смолин вулавĕсем» конкурс кăçалхипе 6-мĕш хут иртрĕ. Хальхинче  вăл Тĕрлемесре пулчĕ. Мухтавлă ентешĕн сăввисене вуласа ăмăртас текенсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Конкурса хутшăнакансенчен чылайăшĕ Анатолий Смолин сăввипе кĕвĕленĕ «Анне — çутă тĕнче» юрра шăрантарчĕ.  
Анатолий Смолин вырăсла та, чăвашла та çырнă. Литературăри пултарулăхĕшĕн Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Трубина Мархви, Геннадий Айхи, Фатых Карим премийĕсене тивĕçнĕ. Халĕ унăн ячĕпе ялти пĕр урам хисепленсе тăрать. Мухтанаççĕ çыравçăпа ентешĕсем, унăн пултарулăх çул-йĕрне кăсăкланса тĕпчеççĕ.

Куславккасем çеç мар, Çĕрпÿ, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенчен килнисем те Анатолий Смолин сăввисене кăмăлланине çирĕплетрĕç. «Смолин вулавĕсене» çитес çул республика шайĕнче ирттересшĕн йĕркелÿçĕсем.