Сут приставĕсем парăмçăсене аэропортра шырарĕç

«Хăвăн парăмусем çинчен пĕл» - çак ятпа сут приставĕсем   çĕршывĕпех ятарлă акци ирттерчĕç. Асăннă тытăм республикăри  Управленийĕнче ĕçлекенсем вара Шупашкар аэропортĕнче пулчĕç.

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Вăл вăхăтра шăпах Мускава вĕçекен рейса çынсене регистрацилетчĕç. Кашни пассажир çула тухас умĕн хăйĕн парăм пуррипе çуккине тĕрĕслеме пултарчĕ. Сут приставĕсем çынсене налук, штраф, кредит, алимент тӳлеменни пирки асăрхаттарчĕç. Чи кăсăкли - чылайăшĕ хăйсен тĕлĕшпе ĕç пуçарнине те пĕлмеççĕ. Пассажирсем çак акцие ăнланса йышăнчĕç. Хальхинче парăмлă 10 çынна тупса палăртрĕç. Вĕсем 200 тенкĕрен пуçласа 300 пин таран тÿлесе татман. Урăх çĕршыва каяс кăмăллисен «хура списока» лекесрен асăрханмалла. Приставсем  интернет урлă парăм пирки пĕлмелли тата ăна çийĕнчех тӳлемелли майсем çинчен  каласа кăтартрĕç.