Чăваш делегацийĕ И. Яковлевăн тăван тăрăхĕнче пулчĕ

Республикăра тата унăн тулашĕнче Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă ĕç-пуç малалла пырать. Çак кунсенче Тутарстанри Теччĕ районĕнче те чаплă уяв иртрĕ. Унта манăн ĕçтеш Алексей Енейкин çитсе килчĕ.

Алексей Енейкин, Александр Герасимов, Владимир Смирнов

Чăваш Енрен пысăк ушкăнпа килнĕ хăнасене кăннакушкисем авалхи йăла-йĕркене пăхăнса çăкăр-тăварпа, тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Унтан Иван Яковлев палăкĕ умĕнче асăну митингĕ иртрĕ.
         
Пухăннисем аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсене аса илчĕç. Çак асамлă çĕре тата кунта пурăнакан халăха мухтарĕç.
         
Кăнна Кушкинче Яковлевпа пĕр вăхăтра пурăннă çынсем те пур-ха. Анастасия Баимкина, сăмахран, Иван Яковлевич пурнăçран уйрăлнă чухне 4 çулти ача пулнă.

Ку тăрăхра чылай пултаруллă çын çуралса ӳснĕ. Хăшĕ-пĕри паян та Яковлев ĕçне малалла тăсас тĕллевпе пурăнать. Тутарстанри чăваш çыравçисен союзĕн председателĕ Николай Сорокин ĕмĕрĕпех тăван халăхшăн тăрăшса курăмлă ĕçсем тăвать. Уяв халăхне вăл «Аттеçĕм Атăл» ятлă кĕнеке парнелерĕ. Кĕçех «Çутат пире кайăк хур çулĕ» ятпа çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухмаллине пĕлтерчĕ.

Иртнĕ çулсенче Кăнна Кушкинче те пархатарлă пысăк ĕç пуçарнă. Шкулпа Яковлев музейĕ çумĕнче кану вырăнĕ йĕркелеме тытăннă. Ырă улшăнусем ялта тата та пур. Чылай чухне çакă кунтан тухнă усламçăсен тивĕçĕ. Уйрăмах Яковлев çуралнă вырăна тирпейре тытни куçа савăнтарать.

Аякран килсе куракансем çак вырăн вăй-хăват панине калаççĕ. Пĕрремĕш хут пулакансем кунта сывлăш та урăхла теççĕ.

Шел пулин те, чылай паллă çын çуралса ӳснĕ Кăнна Кушки пĕтĕмĕшле илсен, юлашки çулсенче хавшама пуçланă. Иван Яковлевăн 170 çулхи юбилейĕ тĕлне ялта шăп та лăп 170 çын юлнă. Çак 2 хутлă кирпĕч шкулта вара 14 ача кăна вĕренет. Виççĕшĕ кӳршĕ ялтан çӳреççĕ. Çак çивĕч ыйтусене Теччĕ хулинче иртнĕ конференцире хускатрĕç. Тĕлпулура Чăваш наци конгресĕн ертӳçи Николай Угаслов «Кăнна Кушкине пĕтме парас мар тесен пирĕн паян çирĕп йышăнусем тумалла»,- терĕ. Ялта кану паркне тунипе пĕрлех пĕтĕм чăвашсен гимназине уçас тесе тăрăшмаллине каларĕ. Çакна тума майсем пур. Чи пахи ― хальлĕхе кунта  чăваш  чĕлхи те, тăван йăла-йĕрке те типтерлĕн упранать.

Иван Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалланă ĕç-пуç савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. Пухăннисен кăмăлне Çĕрпӳ районĕнчи «Ямаш» фольклор ушкăнĕ тата вырăнти артистсем юрă-ташăпа çĕклерĕç.