Вăрнар районĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтака пытарчĕç

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă чăваш салтакĕ тăван çĕре таврăнчĕ. Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче 77 çул каялла пурнăçран уйрăлнă Александр Платонов фронтовикпа сыв пуллашрĕç. Унăн шăмми-шаккине Смоленск облаçĕнчи шыравçăсен ушкăнĕ тупнă.

Алексей Енейкин, Никита Углёв

Александр Платонов 1919 çулта Хирпуç ялĕнче çуралнă.  1939-мĕшĕнче 20-ри каччă салтака кайнă. Беларуç республикинче çар тивĕçне пурнăçланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Смоленск облаçĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Мускав çывăхĕнчи çарсем хӳтĕлеве хатĕрленнĕ вăхăтра Хĕвел анăç фрончĕн 19-мĕш армийĕнчи 120-мĕш артиллери полкĕ фашиста тытса чарас тесе кунĕн-çĕрĕн хаяр çапăçусенче юн тăкнă. Тăшман танкĕсене тĕп тунă.

Хăрушă çăпăçусенче полкри пин ытла салтакран 20-е яхăн çын кăна чĕрĕ юлнă. Çапла, вăрçă пуçлансан тепĕр икĕ уйăхранах Александр Платонов çапăçу хирĕнче пуç хунă.

Халĕ вара - 77 çул иртсен унăн ӳтне Ярцево хулинчи «Штурм» шырав отрячĕ тупнă. Вăл кам иккенне  капсулăри хут татки тата салтак ятне çырса хунă кашăк тăрах пĕлнĕ. Иртнĕ кунсенче унта паттăр салтакăн тăванĕсем çитсе килнĕ.

79 çул иртсен тăван ялне таврăннă салтакпа сыв пуллашакансем Хирпуçĕнчи культура çуртĕнче пухăнчĕç. Вăрнар чиркĕвĕн пачăшки Александр атте тупăк умĕнче панихида турĕ.

Унтан  асăну ĕç-пуçĕ иртрĕ. Унта шыравçăсемпе кадетсем, çар çыннисем, ял-йышпа аякран килнĕ хăнасем тухса калаçрĕç. Кунта Александр Платонова ас тăвакансем те пур-ха. 87-ри Валерий Волков, сăмахран, ентешне салтака ăсатнине  аса илчĕ. Ун чухне вăл 8 çулта пулнă.

77 çул каялла хыпарсăр çухалнă салтак чăн-чăн паттăр пулса таврăнчĕ. Çил-тăманлă йĕпе-сапа çанталăка пăхмасăрах ăна юлашки çула ăсатмашкăн чылай çын пухăнчĕ. Масара çитсен салтак чунĕн канлĕхĕшĕн пачăшкă тепĕр хут панихида турĕ. Унтан паттăрсене пытарнă чухнехи йăла-йĕркепе сывлăшра виçĕ хутчен пăшал сасси кĕрлеттерчĕç.

Кĕтме пĕлекен телейлĕ, теççĕ. Çак пулăм Александр Платоновăн тăванĕсемшĕн кăна мар, тăван çĕршыва юратакан кашни çыншăн, уйрăмах çывăх çыннисене вăрçăра çухатнисемшĕн шанăç паракан сăваплă самант пулчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Чăваш Енри 52 пин çын хыпарсăр çухалнă. Шырав ушкăнĕсем вара çулсерен 100-шер салтак шăмми-шаккине тупаççĕ. Анчах та вĕсенчен  икĕ процентне кăна кам пулнине палăртма пултараççĕ. Нумайăшĕ ятне-шывне çырнă хута капсула ăшне хурса çӳремен.