Чăваш культурине пĕрлештерекен, вăй паракан хайлавсем

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем концерт сезонне Академи драма театрĕн сцени çинче çĕнĕ программа кăтартса вĕçлерĕç. Паллă ушкăн юрри-ташшине Александр Осипов тимлерĕ.

Александр Осипов, Никита Углёв

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ яланах халăх юратнă ушкăн пулнă. Композиторсемпе поэтсем ун валли ятарласа хайлавсем çырнă. Пĕлтĕр артистсем çăвĕпех Испани кураканĕсене чăваш юрри-ташшине кăтартса çӳренĕ. Унтан таврăнсан кĕске вăхăтрах профессиллĕ чăваш музыкине пуçарса яракансен Фёдор Павловпа Степан Максимов юбилейĕсене халалласа çĕнĕ программа хатĕрленĕ. Черетре - тăван юрă ăстисен тепĕр ушкăнĕ — Виктор Ходяшев, Геннадий Воробьёв, Тимофей Фандеев, Аверий Токарев.

Чăвашсен профессиллĕ музыки тĕрлĕ жанрпа аталаннă. Уйрăмах юрăсемпе хорсем курăмлă. Шедеврсене халăха аса илтерсех тăмалла. Ансамбль вĕсене вăхăт- вăхăтпа программăсенче янратать. Вĕсем чăваш культурине пĕрлештерекен, вăй паракан хайлавсем. Çавăнпа ушкăнра классика йышне кĕнĕ юрра-ташша çĕнетсех тăраççĕ.

Тимофей Фандеев юррисене çитĕннĕ çынсем лайăх ас тăваççĕ. Чăваш кĕввине чунпа туйнă композитор хăйĕн хайлавĕсем музыкăна кăмăллакансене тивĕçтерчĕр тесе тăрăшнă. Ансамбль валли сахал мар юрă-ташă ярăмĕ калăпласа хăварнă вăл. Аверий Токарев юррисене концертра хор та, терлĕ ушкăн та шăрантарчĕ. Иван Николаев пултаруллă çамрăк юрăç ăсталăхне куракансем уйрăмах вăйлă алă çупса хакларĕç. Юлашки çулсенче вăл тĕрлĕ çĕршыври концертсене хутшăнчĕ. Хальхинче Иван Николаев Родион Долгов композитор хайланă «Савнă Чăваш Ен» юрăпа тухрĕ. Ахаль концертсенче пĕр вăхăт — паллах, эстрада жанрĕпе ытлашши кăсăкланнине пула — хорпа янратмалли хайлавсем сахалланчĕç. Хальхинче кун евĕр юрăсемпе те куракан тепĕр хут кăсăкланма пуçлани палăрчĕ. Тепĕр сăлтава та шута илмелле - хорпа юрлас мелпе те, хореографи ăсталăхĕ енĕпе те ансамбль пултарулăхĕ самаях ӳснĕ. Ушкăнра çамрăк, ятарласа аслă пĕлӳ илнĕ артистсем йышлă. Сезон хупакан уявра Николай Дмитриев Чăваш халăх артисчĕ куракансемпе курнăçни те çав тери лайăх, ăша самант пулчĕ.