Чĕмпĕрте Иван Яковлева халалланă каç иртрĕ

Иван Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Çавна халалласа чăвашсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тăрăхра ― Чĕмпĕрте уяв каçĕ иртрĕ.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Уяв кĕрекине чĕмпĕрсем Ленинăн асăну комлексне пуçтарăнчĕç. Чăн малтан хăнасем чăваш кĕнекисен тата халăх ăстисен куравĕпе паллашрĕç. Малашне те аслă вĕрентекенĕмĕр пехилне ăша хывса пурăнмаллине палăртрĕç сцена çине тухса калаçакансем. Чĕмпĕрте Иван Яковлев ĕçлесе пурăннă, çакăнта вăл 1-мĕш чăваш шкулĕ уçнă, наци алфавитне йĕркеленĕ, букварьне кăларнă.
Уяв каçĕнче тăван халăх малашлăхĕшĕн ăнтăлакан хастарсене чысларĕç. Вăл шутра Чĕмпĕрти чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертӳçи Олег Мустаев, «Канаш» хаçат редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан Елена Мустаева, халăх юрри-ташшине манăçă кăларма паман ушкăнсен ертӳçисем.

Уяв каçне 15 тăрăхра пурăнакан йăхташăмăрсем пуçтарăнчĕç. Чĕмпĕр кĕпернаттăрĕ Сергей Морозов чăвашсем хисеплĕ халăх пулнине. Иван Яковлев пире ăраскаллă шăпа парнеленине палăртрĕ. Авалхи халăх несĕлне упрасса аталантарсси - паянхи ăру тивĕçĕ.