Тĕп хулари фонтансене çуллаччен йĕркене кĕртсе пĕтерес тесе тăрăшаççĕ

Шупашкар хула пуçлăхĕ Алексей Ладыков хушăвĕпе килĕшӳллĕн тĕп фонтан çу уйăхĕн пуçламăшĕнче шыв пĕрĕхтерме тытăнмалла.

Надежда Александрова, Вадим Владимиров

Ытти фонтансем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлĕç. Тĕп хулара пĕтĕмпе 11 фонтан. Вĕсенчен пурне те тĕрĕслесе тухнă.

Хĕрлĕ тÿремре вара пысăк улшăнусем пулĕç. Хула çыннисем рейтинг сасăлавĕнче шăпах çак вырăна тирпей-илем кĕртмелле тесе пĕлтернĕ. Çавна май «Стрелка» консалдинг бюровĕ сĕннĕ проекта пурнăçа кĕртме йышăннă. Тÿремре инженер коммуникацийĕ нумай, вĕсене çĕнетме палăртнă. Пысăк уявсем ирттермелли вырăна Чăваш драма театрĕ умĕнче тума йышăннă. Вăл амфитеатр евĕр пулĕ. Тÿремĕн икĕ енĕпе кафесем вырнаçĕç. Сувенир сĕнекен лавккасем вара кăштах аяккарах куçĕç. Асфальт вырăнне лапама гранит сарасшăн. Пĕтĕм ĕçе икĕ çулталăкра туса пĕтермелле. Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле Хĕрлĕ тÿрем сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнас пирки иккĕленÿ çук.