Республикăра сусăрсене ĕçпе тивĕçтерессине лайăхлатас тĕллевлĕ

Чăваш Енре халĕ сывлăх енчен хавшакрах 8 пине яхăн çын тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Ку ― ĕçлеме пултаракан инвалидсен 28 проценчĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн, предприятисенче вĕсене валли ятарлă ĕç вырăнĕсем хатĕрлемелле.

Ирина Николаева, Никита Углев

17 çул каялла Владимир Лаптев пурнăçĕнче пысăк инкек пулнă: вăй питти ар çын сусăрланнă. 3 ача ашшĕ йывăрлăхсене парăнса алă усса лармасть. 7-мĕш çул вăл Шупашкарти чи пысăк предприятисенчен пĕринче вăй хурать.

Сывлăх енчен хавшакраххисене ĕç тупма уйрăмах йывăр пулнине çирĕплетет Татьяна Карташова. Çавăнпа завода урай çума чĕнсен пĕр шухăшламасăрах килĕшнĕ. Ыттисем пекех вăл хăй тĕллĕн кунсерен 600 тăваткал метр лаптăк тирпейлет. Кашни кун Хыркассинчен ĕçе çӳрет. Саккун тăрăх, 35 çынран йышлăрах кашни пĕрлешÿре сусăрсем валли вырăн пулмалла. Сывлăхĕ хăш енчен япăх пулнине шута илсе ятарлă майсем туса памалла. «Республикăра халĕ квотăпа уйăрса панă ĕç вырăнĕсенчен 92 процентне тивĕçтернĕ. Сусăрсем валли 350 ваканси пур», - тет ĕç тата социаллă хӳтĕлев министрĕн çумĕ Виктор Ковалев. Çак заводра пĕтĕмпе 4 пин те 200 ытла çын вăй хурать. Вĕсенчен 62-шĕ - сусăрсем, тепĕр 14 инвалид валли вырăн хатĕр. Ачаранпах хăлхасăр-чĕлхесĕр пулнине пăхмасăр, Александр Васильев тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшать. Хусанта аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, уйăх каялла кунта ĕçе вырнаçнă.

Çывăх вăхăтра вырăнти депутатсем квота виçине ӳстерме йышăну тумалла ― унпа килĕшӳллĕн Чăваш Енре сусăрсем валли тепĕр 800 яхăн ĕç вырăнĕ хушăнмалла. 2020-мĕш çулччен ĕçлеме пултаракан кашни иккĕмĕш сусăр çынна ĕçпе тивĕçтерме тĕллев лартнă.