Пенза чăвашĕсем патĕнче республика делегацийĕ пулчĕ

Чăваш Республики ентешсем пурăнакан регионсемпе çыхăнусене çирĕплетет. Çак тĕллеве пурнăçласа пирĕн делегаци Пенза тăрăхĕнче пулчĕ. Культура министрĕ ертсе пынипе паллă çыравçăсемпе поэтсем, артистсем аякри йăхташсене чăваш сăмахĕпе, юрри-ташшипе тыткăнларĕç.

Леонид Петров

Асра юлмалли тĕл пулу Пензăри Лермонтов ячĕллĕ библиотекăра иртрĕ. Ку тăрăхра 5 пин те 600 ытла чăваш пурăнать. Чи хастаррисене наципе культура автономийĕ пĕрлештерсе тăрать. Вĕсене, чи малтанах, тăван йăла-йĕркене, чĕлхене сыхласа хăварас ыйтусем хумхантараççĕ.

Тăван культурăшăн тунсăхласа çитнĕ ентешсем валли литература каçĕ йĕркелерĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Марина Карягина, Олег Прокопьев сăвăçсен кашни сăмахне пухăннисем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. Тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал чи хаклă парне пулчĕ.

Пенза облаçĕнчи Илем-кура ялĕнче вара чăваш юрри-кĕвви паян кун та янăрать-ха. 40 çул каялла йĕркеленнĕ «Асамат» ушкăн несĕлсен йăли-йĕркине ламран лама куçарса пырас тесе тăрăшать.

Ентешсем умĕнче пирĕн делегаци те парăмра юлмарĕ. Куракансем Кулăшпа сатира театрĕнчи артистсемпе тата эстрада юрăçисемпе пĕрле вылярĕç, кулчĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Икĕ енлĕ çыхăну малашне çирĕпленсе çеç пырĕ. Республикăн культура министерстви ячĕпе Пенза чăвашĕсене Шупашкара Иван Яковлев çуралнă кунне халалланă уява йыхравларĕç.