Паллă тренерсене асăнса çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем иртрĕç

Пĕрремĕш ăшă кунсемпе республикăра çăмăл атлетика сезонĕ уçăлчĕ. Красноармейски тата Вăрнар районĕсенче чупас енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртрĕç.

Надежда Александрова, Юрий Васильев

Трак Енре СССР физкультурăпа спортăн отличникне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Виталий Иванова асăнса тупăшу йĕркелерĕç. 1995-мĕш çултанпа вăл район шайĕнчи кросс пулнă. Иккĕмĕш çул унта республикипех атлетсем хутшăнаççĕ. Кăçал Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Патăрьел тата Красноармейски районĕсенчи 200-е яхăн ача хăйсен вăйне тĕрĕслерĕ. Ушкăнпа тупăшса пĕрремĕш вырăна Кĕçĕн Шетмĕ тата Мăн Шетьмĕ шкулĕсенче вĕренекенсем тухрĕç.

Вăрнар районĕнчи Нурăсра вара Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерне,Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, çуллахи 26-мĕш Олимп вăййисен чемпионĕн Валентина Егорован тренерне Юрий Егорова асăнса çăмăл атлетика ăмăртăвĕ пулчĕ. Унта 400 ытла спортсмен тупăшрĕ. Шкул ачисемпе пĕрлех старта çитĕннисем те тухрĕç.

Хăйсен ушкăнĕсенче Нурăс, Хапăс, Ярмушка, Кĕçĕн Кипек шкулĕсенче вĕренекенсем палăрчĕç. Уйрăмах аçăмçырмисем хастар пулчĕç. 13 – 14 çулти арçын ачасен ушкăнĕнче пъедестала пĕтĕмпех унти шкулти атлетсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ ята вара 6-мĕш класра вĕренекен Стас Степанов тивĕçрĕ.

Йĕркелÿçĕсем ăмăртăва çитес çул тата анлăрах та кăсăклăрах ирттерме шантарчĕç, çавăнпа пулас чемпионсене халех хатĕрленме пуçлама чĕнсе каларĕç.