Налук декларацийĕн кампанийĕ вĕçленсе пырать

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕ канмалли кун пулнă май, кăçал вăл çу уйăхĕн 3-мĕшĕччен тăсăлать. Налук службинчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 55 пин çын хăйсен тупăшĕ пирки пĕлтернĕ те ĕнтĕ.

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Семен Антонов

Вĕсенчен пин те 997-шĕ миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ, ку малтанхи çулхинчен 94 çын ытларах. 10 миллион тенкĕ таран тупăш тăвакансен йышĕ те ÿснĕ. Республикăри тăватă çыннăн вăл 100 миллион тенкĕрен пуçласа 500 миллион тенкĕпе танлашнă, çур миллиард тенкĕ ытларах пĕр çыннăн пулнă. Налук службинче хваттер, гараж, машин сутнă е тара панисене, парне вырăнĕнче куçман пурлăх, автомобиль, акцисем илнисене кĕтеççĕ. Лотерея вылявĕнче ăнтарнисен те налук тÿлемелле. Çавăн пекех предпринимательсен, адвокатсен, нотариуссен тата çĕршыв тулашĕнче пурăнакан Раççей çыннисен хăйсен тупăшĕ пирки пĕлтермелле. Декларацие хут çине çырса е интернет урлă пама пулать. Ака уйăхĕн 23-мĕшпе 24-мĕшĕнче налук службинче уçă алăк кунĕ иртĕ.

Деклараци çырма пулăшнипе пĕрлех специалистсем налук саккунĕнчи улшăнусем пирки те каласа кăтартĕç. Уçă алăк кунĕ çынсене тăхăр сехетрен пуçласа каçхи саккăрччен йышăнаççĕ.