Тĕп парне Тамбова кайрĕ

Çĕршывăн аслă хоккей лиги вĕçленчĕ. Финалта Шупашкар ушкăнĕ тамбовсемпе вылярĕ. Пирĕннисене 2:1 шутпа çĕнтерсе Кубока хăнасем выляса илчĕç.

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин, Михаил Солин

Икĕ çул каялла хут çинче çеç шутланнă ушкăн пĕр ăмăрту тапхăрĕнчех паттăрлăх кăтартса куракансен кăмăлне çĕнсе илме пултарчĕ. Шупашкарта иртекен тĕл пулусене ентешсем йышлăн пухăнма пуçларĕç. Спортсменсем те хăйсен умне лартнă тĕллевне пурнăçлас тесе тапăнса вылярĕç. Финалти юлашки ăмăрту калама çук хĕрӳ иртрĕ. Хуçасем вăййа пысăк шанăçпа пуçларĕç пулсан та, малтан Тамбов «Кашкăрĕсем» пирĕн хапхана 2 шайба кĕртрĕç. 51-мĕш минутра Шупашкар паттăрĕсем те хăнасен хапхине парăнтарчĕç. Анчах та юлнă 9 минутра çак шут урăх улшăнмарĕ. Çапла пирĕн хоккеистсем аслă хоккей лигин кĕмĕл призерĕсем пулса тăчĕç. Хальлĕхе вара Федераци Кубокĕ ăмăртусен çитес тапхăрĕччен Тамбовра пулĕ.