Чăваш патшалăх драма театрĕ Питĕре çитсе килчĕ

Çурçĕр тĕп хулинче йĕркеленĕ Культура кунĕсем шăпах сцена ăстисен гастролĕпе вĕçленчĕç. Икĕ кун пирĕн артистсем «Литейный»  театрта  хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Чăваш сăмахĕшĕн тунсăхланă Питĕрти ентешсем театра йышлăн пуçтарăннă. Спектакль вĕсемшĕн - курса киленмелли йăпану çеç мар.

Кунти сцена çине тухас умĕн уйрăмах пăлханнине пытармаççĕ театр ĕçченĕсем. Асăнса хăвармалла, артистсен пĕр ушкăнĕ хăй вăхăтĕнче Ленинградри театрпа музыка тата кинематографи патшалăх институтĕнче ăсталăхне туптанă.

Гастролĕн 1-мĕш каçĕнче куракансене   «Вĕри юнлă çемçе чун» драмăпа  паллаштарчĕç. Чăваш театрне пуçарса янă Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă спектакле 3 çул каялла сцена çине çĕнĕрен кăларнă.
Питĕрти гастроле Чăваш театрĕнчи мĕн-пур артист хутшăннă. Уявăн 2-мĕш каçĕнче ентешсем Арсений Тарасов драматургăн пьесипе лартнă «Туя туй пек тумалла» камит курса киленчĕç.  Чун апачĕпе «сăйланăшăн» куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса  тав турĕç. 10 пин ентеш пурăнакан тăрăхшăн  ку тахçантанпах кĕтнĕ пулăм.

Чăваш спектаклĕсене Питĕрте  вĕренекен пулас критиксем те хак пачĕç. Çамрăксем декорацисен пахалăхне ӳстерме, куçару  ĕçне  лайăхлатма сĕнчĕç. Сцена ăстисем вара пултарулăхĕ çӳллĕ шайра пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.