70 çул урлă каçнă пенсионерсем тĕп юсавшăн компенсаци илме пултараççĕ

Чăваш Енре пурăнакан 312 пин çын паян 70 тĕрлĕ социаллă çăмăллăхпа усă курать. Ĕçлев министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе республика хыснинчен кăçалхи пĕрремĕш квартАлта кăна миллиард та 200 миллион тенкĕ уйăрнă.

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров

Аслă ăрури çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паян Чăваш Енре пурăнакан 126 пин пенсионер обществăлла транспортпа çӳренĕшĕн тата телефон  çыхăнăвĕпе радиошăн уйăхсерен компенсаци илет. Унсăр пуçне халĕ патшалăх хăш-пĕр ватăсене тĕп юсавшăн тӳленĕ укçана та тавăрса парать. Çак çăмăллăх тивĕçлĕ канурисемшĕн курăмлă пулăшу. Шупашкарти Калинин районĕнчи ветерансен канашĕн ертӳçи Александр Федотов, сăмахран, 88-мĕш çулпа пырать. Килĕнче мăшăрĕпе иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Вăл та 80-ран иртнĕ. Ватăсем патшалăх пулăшăвĕпе кăмăллă пулнине калаççĕ.

Тĕп юсавшăн тӳленĕ укçана хваттер хуçи 70 çултан иртнĕ пулсан кăна тавăрса пама пуçлаççĕ, енчен те унпа пĕрле ĕçлекен çын пурăнмасан.

Çемьере 70 е 80 çула çитнĕ пенсионерсем кăна пурăнаççĕ пулсан та, тĕп юсавшăн тӳленĕ укçана пурне те тавăрса памаççĕ.

Кунта тепĕр кăсăклă самант пирки манмалла мар. Патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракан хăш-пĕр пенсионера 80 çултан иртнĕ пулсан та, тĕп юсавшăн тӳленĕ укçине пĕтĕмпех каялла памаççĕ. Саккун тăрăх, пĕччен çынна 33 тăваткал метршăн, иккĕн пурăнакансене 42 тăваткал метршăн çеç тавăраççĕ. Хваттер 50-60 е тата ытларах тăваткал метр пулсан, юлнă лаптăкшăн компенсаци памаççĕ.

Мĕнле пулсан та, ку тĕллевпе кăна республика хыснинчен иртнĕ виçĕ уйăхра миллион çурă ытла тенкĕ уйăрнă.