Çуран çÿрекенсемшĕн те, водительсемшĕн те ырă тĕслĕх

Шупашкарта çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен хулари олимпиади иртрĕ. Чи пултаруллă ачасем миçемĕш шкулта вĕреннине Леонид Петров корреспондент пĕлет.
 
Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Семен Антонов
  
Çак ăмăрту 28 çул ĕнтĕ çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентет. Çамрăк инспекторсем  çуран çÿрекенсемшĕн те, водительсемшĕн те ырă тĕслĕх. Вĕсем теорие те лайăх пĕлеççĕ, унпа пурнăçра та усă курма пултараççĕ.

Конкурсăн тĕп тапхăрĕ - çул-йĕр правилисене „шĕкĕлчесси“. Ачасен пĕлĕвне права илессишĕн тытакан чăн экзаменри пекех компьютерпа тĕрĕслеççĕ. Вăхăт шутлă пулнăран шпаргалка усă кураймăн. Тÿресем те - çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем - çирĕп асăрхаса тăраççĕ.
 
Ачасен пултарулăхне уйрăм хаклаççĕ. Агитбригадăсем юрă-ташă урлă çул çинчи йĕркене пăхăннин пĕлтерĕшне, çăмăлттайлăх инкек патне илсе çитернине кăтартрĕç. Çамрăк инспекторсемшĕн пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси те йывăрлăх мар. Çынна сывлаттарса ярасси, чĕрене массаж тăвасси, суран çыхасси - вĕренекенсемшĕн хăнăхнă япала.

Пĕтĕмлетÿ тăрăх, 2-мĕш вырăна 36-мĕшпе 54-мĕш шкулсем пайларĕç. Çĕнтерÿçĕ ята вара 50-мĕш шкул команди тивĕçрĕ.