Канаш районĕнче патшалăх программипе культура çурчĕ тата шкул юсаççĕ

«Халăх пуçарăвне патшалăх ырласан, укçа-тенкĕпе пулăшсан  нимĕнле ĕç те хăратаймĕ», - теççĕ Канаш районĕнчи Сухайкассинче пурăнакансем. Ял çыннисем вырăнти администраципе пĕр чĕлхеллĕ пулса ятарлă программăна хутшăннă. Çакна тума вĕсене Культура çурчĕн тăрри юхăнни хистенĕ.

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Программăпа килĕшÿллĕн, тăкакăн ытларах пайне патшалăх саплаштарать, ытти - вырăнти бюджетăн тата халăхăн укçи-тенки. Сухайкассинчи клубăн тăррине çĕнетме 400 пин тенкĕ кирлĕ пулнă. Мĕн-пур ĕçе, паллах, халăх пуçтарăнса нимелле тунă.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле сухайкассисем çĕнелсе улшăннă клуба çÿреме пуçлĕç. Ялти шкулта та часах юсав пуçланмалла. 2006 çултанпа кунта сатик ĕçлет. Канаш тăрăхĕнчи чи пысăк ялсен йышне кĕрекен Сухайкассинче шкул çулне çитмен ачасем йышлă, анчах та вĕсене ялта вырăн пулманран хулари сатика илсе çÿрет ашшĕ-амăшĕ. Вăхăт çитсен шкула та Канашах леçме пуçлаççĕ. Çакă пăшăрхантарать те вырăнти пуçлăхсене. Ял ачисем ялтах вĕренсе ÿсчĕр тесе вĕсем патшалăх программипе усă курса 2 класа пушатса сатик валли хушма пÿлĕмсем тăвасшăн.

Пĕр сăмахпа каласан çак икĕ пÿлĕм сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнĕ.

Шкул пÿлĕмĕсенчен сатик тума 1 миллион та 250 пин тенкĕ кирлĕ. Çак ĕçе те патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсем укçа хушса тăвĕç ялта пурăнакансем. Çу уйăхĕнче халĕ ĕçлекен сатик ушкăнне хупма тивĕ. Мĕн-пур ĕçе утă уйăхĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Ун чухне ачасем ÿсĕмне кура тĕрлĕ ушкăна çÿреме пуçлĕç. Çакă пĕчĕккисемшĕн те, воспитательсемшĕн те меллĕрех.