Республикăра ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчен  сунар тапхăрĕ пуçланать

Вăл 10 куна пырĕ. Сунарçăсен  саккунпа çирĕплетнĕ  вăхăтра кайăк-кĕшĕк, уйрăммăн илсен,  хурпа кăвакал, карăк, ăсан аçисем, вальдшнеп тытма ирĕк пулĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Енри  çут çанталăк министерствипе Раççей гвардийĕн республикăри уйрăмĕнче ĕçлекенсем ирттернĕ  брифингра каласа кăтартрĕç.   
  
Леонид Петров, Михаил Солин

Граждансене пăшал усă курма лицензи паракан центр пуçлăхĕ Андрей Каринкин пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 16 пин те 300  ытла çын килĕнче пăшал пур. Çавăнпа та ведомствăсем хĕрÿ тапхăрта пĕрлĕхлĕ рейдсем ирттерме палăртнă. Кăçалхи 1-мĕш кварталти тĕрĕслевре инспекторсем 182 сунарçă пăшал упрамалли тата регистраци йĕркисене пăхăнманнине асăрханă. Виçĕ çын сунар вăхăтĕнче пăшалĕсене çухатнă. Çурхи ухутара сунарçăсен карăка çурçĕр иртсе икĕ сехетрен пуçласа ирхи 7 сехетчен,  ăсансене вара  йĕтемсем çинче хÿтлĕхрен ирхи 3 сехетрен пуçласа 9 сехетчен çеç тытма ирĕк пулĕ. Йĕрке тăрăх хÿтлĕхрен тытнă вăхăтра пĕр вырăнта икĕ сунарçăран ытла пулмалла мар.  Кăвакал аçисене тытма ирхи 4-9  тата каçхи 18 - 21 сехет хушшинче тухма юрать.