Паян çĕршывра пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине паллă тăваççĕ. 1918 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче РСФСР халăх комиссарĕсен канашĕ вут-çулăма хирĕç тăрас пирки ятарлă декрет кăларнă. Çавăнтанпа пушара хирĕç кĕрешессине патшалăх шайĕнче йĕркелесе пыраççĕ. Хальхи саманара ялсене инкек-синкекрен сыхлас тесе ирĕклĕ пушарнăйсем хастар ĕçлеççĕ. Ыттисене пулăшас тесе тепĕр чухне хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те шеллемеççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкăри ирĕклĕ дружинăпа Оксана Баскакова паллаштарать.
Оксана Баскакова, Никита Углев
Пушара хирĕç кĕрешнин усси куçкĕрет. Пĕлтĕр çак тапхăрта районта 13 инкек пулнă пулсан, кăçал 9. Вут-çулăмра вилнисемпе аманнисем çукки те - лайăх кăтарту. Асăрхаттару ĕçне районти 131 ирĕклĕ пушарнăй хастар хутшăнать. Дружинăсене Муркашран аяккарах вырнаçнă ялсенче йĕркелеççĕ.
Юнкăра ирĕклĕ пушар дружинине 2011 çулта йĕркеленĕ. Паян унта 3 çын тăрăшать. Чи асли - Сергей Шишкин. Вăл Муркашри 37-мĕш пушар чаçĕнче 15-мĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Вут-çулăма хирĕç кĕрешсе пысăк опыт пухнă. Ирĕклĕ дружина йĕркелеме пуçласан ывăлĕпе унта чи малтан çырăннă. «Тăван яла инкек-синкекрен сыхласси пирĕн тивĕç тесе шутларăмăр»,- тет вăл.
Хăйсен ирĕкĕпе пушар хуралĕнче тăракансене патшалăх шалу тӳлемест. Вĕсене ял халăхĕ тытса тăрать. Машин валли саппас пайсем, топливо туянма вара вырăнти хыснаран укçа уйăраççĕ.
Малтан ялта пушар машини лартмалли депо та пулман. Юрлă-çумăрлă çанталăкра вăл «Агрика» хуçалăх гаражĕнче пулнă. Иртнĕ çул вара ятарласа уйрăм çурт уйăрнă. Ăна нумай ачаллă çемье валли тума пуçланă. Каярах вĕсене урăх çĕрте пӳрт лартса панă, кунта гараж тума йышăннă. Кăçал çурта ăшă, çутă кĕртесшĕн.