Шупашкарта тĕрлĕ кĕрешÿ тĕсĕсен фестивалĕ иртрĕ

Чăваш Енре виççĕмĕш хут кĕрешӳ ăмăртăвĕсен фестивалĕ иртрĕ. Ăна федерацин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Çамрăк паттăрсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.

Алексей Енейкин, Светлана Позднякова, Никита Углев

«Республикăри каратэ клубĕсен пĕрлешĕвĕ» ирттерекен уяв çулсерен çамрăксене физкультурăпа туслă пулма йыхравлать. Пурне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса усал йăласене сивлеме вĕрентет. Чăваш Енре паян тĕрлĕ кĕрешӳ федерацийĕ ĕçлет. Бокс, кикбоксинг, каратэ, айкидо тата ытти клубсем çитĕнӳ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Фестивале пурĕ 12 федераци хутшăнчĕ. Уява пухăннисене вĕсем хӳтĕлев мелĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Уяв программинче ăмăртусем çук. Фестивалĕн тĕллевĕ ― çитĕнекен ăрăва спорт пурнăçра мĕнпе пулăшнине кăтартасси. Унăн уссине çак пултаруллă ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата тренерсем çирĕплетеççĕ.

Кĕрешӳ енĕсене аталантарма Чăваш Енре тивĕçлĕ майсем пур. Ачасемпе вара спортра пысăк çитĕнӳ тунă ăста тренерсем ĕçлеççĕ. Уяв сцени çине кĕрешекенсемсĕр пуçне ташă ушкăнĕсем, пĕчĕкренех спецназ ретне тăма хатĕрлекен хапкидо федерацийĕнчи хастарсем, ача-пăча полици академийĕн алăпа çапăçакансен ушкăнĕ тата ытти клубсем тухрĕç.  Вĕсене пурне те дипломсемпе, асра юлмалли парнесемпе чысларĕç.