Тĕп хулара çул юсакансем талăкĕпех вăй хураççĕ

Çул-йĕре пăхса тăракансен халĕ хĕрÿ тапхăр – шыв-шур вăхăтĕнче арканнă асфальта сапламалла.  Рабочисем талăкĕпех тăрăшаççĕ. Çакна эпир те курса ĕнентĕмĕр, каç пулсан тĕп хула урамĕсене рейда тухрăмăр.  

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Каçхи тăхăр сехет. Рабочисем Максим Горький урамĕнчи çула юсаççĕ. Шăтăк-путăксене малтан типĕтсе тасатаççĕ, унтан тин асфальт хутăшне хураççĕ. Çак меслетпе вунă градус сивĕре те усă курма юрать.

Çемен Элкер урамĕнче те техника шавĕ тăрать. Хĕл хыççăн кунти асфальт та самаях арканнă. Çакăн сăлтавне специалистсем сывлăш температури улшăнса тăнипе, нумай çĕрте шыв юхса каймалли çулсем çуккипе çыхăнтараççĕ.

Шупашкарта пурĕ 10 бригада ĕçлет. Чи малтан вĕсем обществăлла транспорт çÿрекен çулсене юсаççĕ. Çавăн пекех патшалăх автоинспекцийĕн тимлĕхне лекнĕ вырăнсене йĕркене кĕртеççĕ. Çулсем çинчи лару-тăрупа уйрăмах водительсем кăмăлсăр. Шăтăк-путăк çине лексе тимĕр урхамахĕсене  çĕмĕрекенсем те пулнă. „Çул-йĕр организацийĕсем ĕçе пуçăнни куçкĕрет, хула урамĕсемпе машинпа çÿреме лайăхланса пырать“, теççĕ вĕсем.  Талăкне рабочисем 400 тăваткал метр лаптăк юсаççĕ. Вăтамран вĕсене 50  тонна асфальт хутăшĕ кирлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çак ĕçе тума  7 миллион тенкĕ усă курнă. Çулсене Шупашкарта май уявĕччен йĕркене кĕртсе çитерме палăртнă.