Тăван халăх сăмахне, юрри-кĕввине Питĕрте илтме май пулчĕ

Нева çинчи хулара Чăваш культурин кунĕсем иртрĕç. Ку ĕçе республикăпа Питĕрти ентешсем пĕрле йĕркеленĕ.

Ирина Николаева, Зоя Яковлева

Питĕрте тĕпленнĕ йăхташăмăрсем республика делегацине чăн-чăвашла – çăкăр-тăварпа, юрăпа тарават та ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Ентешсен пĕрлешĕвĕ вырнаçнă Нацисен çуртĕнче тăван халăх культурин кунĕсене сумлă паллă тума хатĕрленнĕ.

Чăваш Енрен тухнă, халĕ Питĕрте пурăнакан ӳнерçĕм уяв тĕлне «Нева çинчи Атăл шурăмпуçĕ» ятлă курав йĕркеленĕ. Анатолий Рыбкинпа Александр Федоров художниксем пуçарнипе 40 яхăн ӳнер ăсти хăйсен пултарулăхне кăтартма кăмăл тунă. «Нарспи» тата «Парне» ушкăнсем вара нумай çул Питĕрте чăваш юррине манăçа тухма памаççĕ.

Питĕрте чăваш культуришĕн пĕлтерĕшлĕ 3 килĕшӳ алă пусрĕç. Çав шутра Раççейри этнографи музейĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçса татăлчĕç.

Питĕрпе Чăваш Ен туслăхĕ авалтан пырать. 1-мĕш Петĕр патша хушăвĕпе Нева çинчи хулана никĕсленĕ çĕре хутшăннă чăвашсенченех пуçланать çак çыхăну. Хальхи вăхăтра Питĕрпе Ленинград облаçĕнче 10 пине яхăн чăваш пурăнать.

Раççейĕн культурăпа наука центрĕнче хăй вăхăтĕнче Чăваш Енрен тухнă чылай паллă çын пурăннă, пĕлӳ илнĕ, ĕçленĕ. Çавна май Питĕрте чăвашсемшĕн сăваплă çулçӳрев йĕркелерĕç. Александр Невски лаврĕнчи 18-мĕш ĕмĕрти масар çинче Иакинф Бичурин ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă. Чиркӳ çынни пулнине пăхмасăр, вăл ăслăлăхра тарăн йĕр хăварнă. Никита Бичурин ―хĕвел тухăç çĕршывĕсене тĕпчес ĕçсемпе тĕнчипе палăрнă. Чăвашсемшĕн тепĕр сумлă вырăн ― Петр Егоров архитектор проекчĕпе ăсталанă Çуллахи сат карти. Вăл 232 çул Питĕр хулине илем кӳрет. Петр Ермолаев проекчĕпе хута янă чиркĕве вара иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тĕп тунă. Халĕ ăна тепĕр хут туса лартас ĕç пырать. Ленинграда хӳтĕлесе пуç хунисене асăнса ентешсем 2012-мĕш çулта Пискарев çăви çинче асăну хăми вырнаçтарнă. Çакăнта Чăваш Енри 300 салтака пытарнă. Архивра тупса палăртнă тăрăх, нимĕçсем çавăрса илнĕ хулана ирĕке кăларассишĕн республикăри 5 пин çын пурнăçран уйрăлнă.