Канаш районĕнче çурхи шыв кĕпер çĕмĕрнĕ

Çурхи ейÿ тыткăнне çак кунсенче Канаш районĕнчи Шаккăлта пурăнакансем лекнĕ. Шыв-шур тата пысăк пăр катăкĕсем ялти кĕпере вырăнтан хускатнă. Çак тапхăрта çынсен те çут çанталăкăн саккунне пăхăнма тивнĕ. Çапла  ачасем 2 кун шкула каяйман. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Вăта юханшыв Шаккăл ялне икĕ пая пайлать. Çак кĕпер пĕр енчен тепĕр енне каçса çÿремелли пĕртен-пĕр вырăн. Пĕлтĕр кĕркунне ăна ял тăрăхĕн администрацийĕпе халăх хăйсен вăйĕпе юсаса çĕнетнĕ. Анчах та кашни çуркунне çынсене аптратакан шыв-шур кăçал та хăйĕн киревсĕр ĕçне тунă.

Шкул ачисен кĕтмен çĕртен тепĕр икĕ канмалли кун хушăннă. Килтен ĕçпе тухса кайнисем выльăхĕсене шăварма вăхăтра çитеймен. Амăшĕ патне ялăн тепĕр енне каçнă Герман Михайловăн çулне те, кăшт тытăнса тăнă пулсан, шыв-шур пÿлме  пултарнă.

Çурхи шыва кăшт та пулин лăплантарас тесе ял тăрăхне пĕлтĕр укçа уйăрнă. Тĕп ĕçсене кăçал туса пĕтересшĕн. 15 çул каялла ишĕлнĕ каçă вырăнне çĕнĕ кĕпер тусан нимĕнле шыв-шур та хăратаймĕ шаккăлсене.

Хальлĕхе вырăнтан тапраннă кĕпере çĕр типсен ятарлă техника чĕнсе илсе йĕркелесе лартĕç. Тепĕр çуркуннеччен.