Раççейре перекет эрни пырать

Чăваш Ен те çак проекта хастар хутшăнать. Ака уйăхĕн 22-мĕшчен вĕренӳ учрежденийĕсенче финанс пĕлĕвĕн урокĕсем иртеççĕ. Банкра ĕçлекенсемпе педагогсем çак ыйтупа лекцисем, семинарсем тата мастер-классем йĕркелеççĕ. Укçапа перекетлĕ усă курма Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕнче вĕренекенсем те хăнăхрĕç.
 
Оксана Баскакова, Вадим Владимиров
 
Ку техникумра вĕренекенсем ĕç профессийĕсене алла илеççĕ. Пулас специалистсемпе банкра ĕçлекенсем тĕл пулчĕç. Çамрăксене укçа-тенкĕ пĕлтерĕшĕ пирки, вăл перекетлĕхе юратни пирки каласа кăтартрĕç. Çавăн пекех финанс планне тăвас, интернет урлă тӳлес,  ултавçăсенчен сыхланас ыйтусене те сӳтсе яврĕç.

Укçа-тенкĕ пирки ытларах пĕлни çамрăксене малашнехи пурнăçра яланах кирлĕ пулĕ. Пĕтĕмпе перекет эрнинче çĕршывра 30 пин ытла ĕç-пуç йĕркелĕç.  Чылайăшне интернет урлă хутшăнма пулать. Çавăн пекех кирек кам та хăйĕн пĕлĕвне „вашифинансы“ сайтра зачет парса  тĕрĕслеет, пурлăхпа перекетлĕ усă курма вĕрентекен статьясемпе паллашаять.

Экспертсем кашни кунхи тăкаксене çырса пыма тата ĕç укçин пĕчĕк пайне пухса пыма сĕнеççĕ. Çакна йăлана кĕртсен çеç мĕн ĕмĕтленни пурнăçланĕ.