Хула пурлăхне йÿнĕпе сутнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă

Сĕнтĕрвăрринчи пĕр чиновнике саккуна пăсса çĕр сутма пултарнă тесе сутпа айăплаççĕ. Администрацире ĕçленĕ хĕрарăм тĕлĕшпе халĕ уголовлă ĕç пуçарнă.
 
Алексей Енейкин, Ирина Ромадова, Никита Углёв

 Хула варри. Çывăхрах Атăл юхса выртать. Çак вырăнта вара икĕ кивĕ çурт ларнă пулнă. Иртнĕ çулсенче вĕсене пăснă хыççăн Сĕнтĕрвăрри администрацийĕ пушаннă çĕр лаптăкĕсене сутма шутласа аукцион ирттернĕ. Пĕр çурт вырăнне 700 пин тенкĕпе туянакан тупăннă. Çумĕнчи 6 сотăй çĕр лаптăкне вара самай йӳнĕ хакпа сутса янă. Прокуратурăра ĕçлекенсем çакăнта саккуна пăснине тупнă.

Прокуратурăра палăртнă тăрăх, аукциона 2 çын кăна хутшăннă. Пĕри, шăпах, хула администрацийĕнче ĕçленĕскер тăванĕ пулнă. Вăл ăна çĕр лаптăкне туянма пулăшас тĕллевпе аукцион ирттерни пирки суя протокол хатĕрленĕ. Унпа килĕшӳллĕн, малтанласа 206 пин тенкĕпе сутма палăртнă 6 сотăйа 129 пинпе панă. Урăхла каласан, хула варринче вырнаçнă пушă çĕр хакне 60 процент таран чакарнă. Кадастрпа килĕшӳллĕн вара палăртнă çĕр лаптăкĕ çур миллион тенкĕ тăрать. Çакна шута илсе район прокуратури сута заявлени янă. Унта асăннă çĕр тĕлĕшпе патшалăх регистрацине тĕрĕс мар ирттернине пĕлтернĕ. Çавăн пекех аукцион пĕтĕмлетĕвĕсене пăрахăçлама ыйтнă. Халĕ тавлашуллă çĕр лаптăкне сут йышăнăвĕпе арестленĕ. Чиновник пулнă çынна хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă. Хĕрарăм саккуна пăснине çирĕплетсен, ăна 4 çуллăх ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.