Шупашкарта балет фестивалĕ уçăлчĕ

Шупашкарта çĕршывсем хушшинчи 22-мĕш балет фестивалĕ пуçланчĕ. Ташă уявĕн пĕрремĕш кунне тĕнчипе паллă Мариус ПетипА балетмейстер çуралнăранпа 200 çул çитнине халалларĕç.
 
Надежда Александрова, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров

Балет фестивалĕ республикăн культура пурнăçĕнчи чи паллă пулăмĕсенчен пĕри. Ташă ÿнерне кăмăллакансем ăна çулталăкĕпех кĕтеççĕ. Уява Константин Яковлев культура министрĕ уçрĕ. Вăл Чăваш ЕН пуçлăхĕн тата Раççей культура министрĕн саламĕсене куракансем патне çитерчĕ.  

Каçра Мариус ПетипАн чи паллă ташшисем, çавăн пекех фестиваль валли ятарласа хатĕрленĕ номерсем пулчĕç. Анастасия Абрамовапа Алексей Рюмин  «Приказ короля» балетри пĕр сыпăка ташларĕç. Чи кăсăкли, Визентини кĕввипе лартнă спектакле 1880-мĕш çултанпа нимĕнле театр та кăтартман.

Петр Чайковский кĕввипе лартнă „Спящая красавица“ балетри «Сон  Авроры» номер те çĕнĕлĕх пулчĕ. Анна Серегина тата Тимофей Федоренко  ташлани пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Сцена çине шурă ĕмĕлкесем пĕрин хыççăн тепри тухма пуçласан вара залра пухăннисем тÿрех «Баядерка» балетри сценăна палласа илчĕç.

Çавăн пекех «Пахита» балет сыпăкĕ пурне те тыткăнларĕ. Вăл Мариус Петипа Питĕрте лартнă пĕрремĕш постановка пулнă. Пахитапа Люсьен партисене Франци çăлтăрĕсем Сара Рендапа Роман Михалев ташларĕç.

Хăнасем сцена çинче кăна мар, оркестрта вылякансен йышĕнче та пулчĕç. Хайсен пултарулăхĕпе Мускаври «Кремльти Балет» театрĕн симфони оркестрĕнчи Екатерина Олейниченко - вăл арфăпа вылять  тата Петр Лаврищев (скрипка) куракансене савăнтарчĕç. Фестиваль программинче ыран „Жизель“, вырсарникун вара „Золушка“ спектакльсем пулĕç. Ташă уявĕ çитес эрнере малалла пырĕ.